АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Почта ĕçченĕсен уявĕнче

15 июля 2008 г.

 

Раççей почтин кунĕ умĕн, утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Красноармейскинчи почта çыхăну уйрăмĕн акт залĕнче районти почта çыхăну уйрăмĕсен пуçлăхĕсемпе почтальонсен професси праçникне халалланă уявĕ иртрĕ.

Ăна Çĕрпÿри почтамт пуçлăхĕ Б. В. Кузьмин уçса йĕркелесе пычĕ. Борис Владимирович малтанах почта историйĕ çинче чарăнса тăчĕ, хăй ку отрасльте 14 çул ĕçлени, красноармейскисемпе çĕрпÿсем (çавăн пекех сĕнтĕрвăррисем те) иккĕмĕш çул пĕрле вăй хунине пĕлтерчĕ. Хаçат-журнал валеçнипе пĕрлех паян почтальонсем ватăсене пенси укçипе те тивĕçтернине, тĕрлĕ таварсем те кÿрсе панине палăртрĕ вăл. Пĕр сăмахпа, почта тытăмĕн хастарĕсем ял çыннисемшĕн питех те кирлĕ ĕç тăваççĕ, терĕ. Б. В. Кузьмин кăçалхи I квартал ĕç кăтартăвĕсем лайăх пулнине, шел те, иккĕмĕшĕнче план тулайманнине, апла пулсан III-IV кварталсенче ăнăçлăрах вăй хума майсем шырамаллине каларĕ. Çакăнта Трак енри 12 çыхăну уйрăмĕн те маттуртарах пулмаллине асăнчĕ Борис Владимирович.

Почта ĕçченĕсен уявне район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов та хутшăнчĕ, вĕсене район администрацийĕ ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ, тав турĕ, çырăнтару ĕçĕнче пĕрлехи вăйпа тĕллевлĕрех вăй хумаллине палăртрĕ, ăнăçусем, ырă сывлăх сунчĕ. Николай Илларионович халăхăн почта ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе нумай çул тухăçлă вăй хунăшăн Упири почта çыхăну уйрăмĕн пуçлăхне Р. В. Харитонована район администрацийĕн Хисеп грамотипе, Алманч çыхăну уйрăмĕнчи Р. Н. Николаева почтальонкăна Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Çĕрпÿри почтамт пуçлăхĕ професси уявĕ тата юбилей ячĕпе Кĕçĕн Шетмĕри çыхăну уйрăмĕн пуçлăхне Т. В. Антонована республикăри почта çыхăнăвĕн управленийĕн Тав сăмахне тата преми пачĕ.

Унтан “Красноармейски районĕнчи “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ” РПУн тĕп редакторне И. А. Прокопьева сăмах пачĕç. Иван Афанасьевич почта ĕçченĕсене район хаçатне çырăнтарас тĕлĕшпе тĕллевлĕ вăй хунăшăн тав турĕ, çак çыхăнăва малашне татах та çирĕплетсе пыма чĕнсе каларĕ. “Ял пурнăçне” çырăннă вулакансем хушшинче тĕп парнене — сысна çурине — тивĕçессишĕн лотерейăн пĕрремĕш тапхăрне ирттересси пирки те пĕлтерчĕ вăл. Çĕрпÿри почтамт пуçлăхĕ Б. В. Кузьмин шăпа туртнă хыççăн иккĕмĕш тапхăр Красноармейски çыхăну уйрăмĕ урлă райхаçат çырăннисем хушшинче пуласси, вăл çывăх кунсенчех иртесси палăрчĕ. Райхаçата кашни 100 кил пуçне çырăнтарассипе пĕрремĕш вырăна мăншетмĕсем (çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Е. А. Аленцева, пĕтĕмпе 186 экземпляр, кашни 100 кил пуçне 30,47 экземпляр), кĕçĕншетмĕсем (çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Т. В. Антонова, кашни 100 кил пуçне 28,6 экземпляр) иккĕмĕшне, почтальонсенчен Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи Р. П. Шмелева (100 кил пуçне 47,86-шер экземпляр), Кĕçĕн Шетмĕри çыхăну уйрăмĕнчи Э. В. Константиновапа З. Н. Яковлева (кашни 100 кил пуçне 40,41 тата 32,47 экземпляр) тивĕçнĕ. Иван Афанасьевич вĕсене çавăншăн дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕ.

Çĕрпÿри почтамтри профсоюз комитечĕн председателĕ Г. В. Кириченко çыхăну уйрăмĕсен пуçлăхĕсемпе почтальонсен пĕр ушкăнне çыхăнуçăсен профсоюз рескомĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ.

Уявра ветерансен ячĕпе ку отрасльте 30 çул ытла ĕçленĕ Красноармейскинчи Р. П. Скворцова та сăмах каларĕ, почта ĕçченĕсен ятне яланах çÿлте тытма, упрама чĕнчĕ.

Унтан почта тытăмĕнче вăй хуракансем тĕрлĕ конкурссем йĕркелерĕç. Райхаçат редакцийĕнчи художество пултарулăх коллективĕн членĕсемпе пĕрле юрласа савăнчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика