04 июля 2008 г.
Кĕçех Ванюшкасси ялне çитиччен ХХI ĕмĕрхи асфальтлă çул туса пĕтереççĕ. Вăл чăннипех пысăк пахалăхлă пуласси халех курăнать. Ара, укçи-тенкине çителĕклех уйăрса панă пулас та. Хальхи вăхăтра ку строительство обăектĕнче Раççейре тата ют çĕр-шывсенче туса кăларнă тракторсемпе грейдерсем, ытти çул-йĕр машинисем ĕçлеççĕ. Вĕсене пысăк квалификациллĕ механизаторсем ĕçлеттереççĕ. 15 тоннăллă грузовиксем хăйăрпа вак чул турттарса тăраççĕ. Строительсем ăна хыçранах тĕксе тикĕслесе, катоксемпе пусăрăнтарса пыраççĕ, асфальт сарма никĕс хатĕрлеççĕ.
Хытă сийлĕ çул тусан, Çĕрпÿпе Красноармейски районĕсен чиккинче вырнаçнă Ванюшкасси ялĕн ачисене “Шкул автобусĕ” шкула турттарма пуçлĕ. Кунта “Васкавлă медицина пулăшăвĕ” те, пушар сÿнтерекен машина та (вăл кирлĕ ан пултăр-ха — автор) тата ытти транспорт хатĕрĕсем райцентртан темиçе минутрах çитĕç.
Ялти хăш-пĕр çамрăк çемьесен çĕнĕ автомашинăсем пур. Республикăн шĕкĕр тата Раççейĕн ытти хулисенче пурăнакансемшĕн те çуралса ÿснĕ тăван яла хытă сийлĕ çулпа сыпăнтарни тахçантанпа кĕтнĕ пысăк уяв евĕрех пулĕ. Ара, кирек хăçан та кунта килсе çÿреме май туса парать-çке вăл. Хытă сийлĕ çул сарни, тен аякри Ванюшкассине те маршрутлă автобус рейсне уçма пулăшĕ.
Халиччен пирĕн ял халăхĕ мĕнле пурăннă-ха? Çул-йĕр тĕлĕшĕнчен, ытти ялсемпе танлаштарсан, унччен ванюшкассисемшĕн чылай йывăр лару-тăру пулнă. Çичĕ çулхи шкул ачисен аслисемпе пĕрлех Кĕçĕн Шетмĕ шкулне утмалла. Ял çыннисен те çула тухмасăр май çук. Больницăна, тĕрлĕрен учрежденисене, пасара кайма лекет. Район центрне —10 çухрăм ытла, Çĕрпÿ чукун çул станцине те çавăн майлах утма тивет.
Тăван çĕр-шыври е ытти патшалăхсенчи хула-ялсенче пурăнакан ентешсем тăван ене курма килме тухсан, темиçе пин çухрăмран район центрне йĕркеллех çитеççĕ. Хĕллехи çил-тăманра е çуркуннехи-кĕркуннехи пылчăка çăрса утса пирĕн яла çитесси çул çÿревĕн чи кăткăс пайĕ пулса тăнă. Вĕсем вара “çулĕ лайăх мар пулин те, ялĕ, тăванĕсем хамăрăнах” тесе, хăйсене хăйсем лăплантаркаланă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех атте-аннесем пирĕн ял çумĕпе чукун çул тăвасса кĕтнĕ. Анчах та çав “телей” Ванюшкассинчен 10 çухрăмран иртсе кайнă. 80-мĕш çулсенче вара çине тăрсах Пшонкă — Ванюшкасси автоçула тума йышăннăччĕ. Шел, каллех çĕр-шыври паллă сăлтавсене пула çак питех те кирлĕ ĕç чарăнса ларчĕ. Халĕ вара ЧР Президенчĕн Указне пула 2008 çул пирĕн ял историйĕнче чăннипех те паллă çул пулса юлĕ, мĕншĕн тесен кунта кĕçех хытă сийлĕ çул çитет.