04 июля 2008 г.
Ялсенче ĕçе йĕркелессине лайăхлатас тата унта ĕçлеме квалификациллĕ специалистсемпе пултаруллă ертсе пыракансене явăçтарас тесе, Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров 2005 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче “Ялсене производство сферинче ертсе пыракан кадрсемпе тивĕçтерессине патшалăх хушма пулăшу парасси çинчен” Указ йышăнчĕ. Унпа килĕшÿллĕн, ЧР Ял хуçалăх министерстви çумĕнчи конкурс комиссийĕ 2006 çулта Чăваш Енри ял хуçалăхĕнчи 12 организаци ертÿçине суйласа илнĕ. Кăçалхи апрелĕн 28-мĕшĕнче асăннă комиссин ларăвĕ пулнă. Унта хайхи конкурсантсен 2007 çулхи ĕç кăтартăвĕсене тата пурăнмалли çурт-йĕр тума е туянма, çурт-йĕрĕн юлнă хакне тÿлеме ипотека кредичĕпе усă курнăшăн процент ставкине Чăваш Республикин бюджечĕн укçа-тенки шучĕпе каялла тавăрса памалла мар субсидилеме палăртнă пысăк ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисен докуменчĕсене пăхса тухнă.
Конкурс условийĕсем тăрăх, конкурса хутшăнаканăн ертÿçĕре 10 çултан кая мар ĕçлемелле. Хуçалăхри ĕçченсен уйăхри вăтам ĕç укçи 3300 тенкĕрен кая мар пулмалла. Ял хуçалăх продукцийĕсене сутса, ĕç туса тата çăмăллăхсем парса çулталăкра 10 миллион тенкĕрен кая мар укçа ĕçлесе тумалла.
Пысăк ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисене экономика, социаллă пурнăç кăтартăвĕсем пысăк пулнишĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ЧР Президенчĕн 2006 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче “Ял хуçалăхĕн пысăк организацийĕсен ĕç-хĕлне хавхалантармалли хушма мерăсем çинчен” кăларнă Указĕпе килĕшÿллĕн, 3 хуçалăх ертÿçине каялла тавăрса памалла мар 1 миллион тенкĕрен кая мар субсидипе тивĕçтерме йышăннă. Çав шутра пирĕн районти “Нива” ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Иван Михайлович ПЕТРОВ та пур. Иван Михайловича çав ятпа ăшшăн саламлатпăр, ĕçре пысăкрах ÿсĕмсем тума ырлăх-сывлăх сунатпăр.
КĔСКЕ СПРАВКА. “Нива” ЯХПК 2007 çулта ял хуçалăх продукчĕсем сутса 14287 пин тенкĕ укçа тунă. 561 пин тенкĕ таса тупăш илнĕ. Иртнĕ çул кунти кашни ĕçченĕн уйăхри вăтам ĕç укçи 3303 тенкĕпе танлашнă. Пĕлтĕр кашни ĕçлекен вăтамран 122,4 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă.