13:57 30 июля 2020 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев ĕçлĕ çул çỹревпе Красноармейски районĕнче пулчĕ. Олег Алексеевича район администрацийĕнче А. Кузнецов кĕтсе илчĕ, умри тĕллевсемпе, халĕ Трак енре пурнăçлакан ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Унтан вĕсем тата Шупашкартан килнĕ хăнасем «Таябинка» Агрофирма» ОООна çул тытрĕç. Иртнĕ юнкун, июлĕн 29-мĕшĕнче кунта районта чи малтан вырмана тухнă. Кăçал кунта 5216 гектар çинче пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕннĕ. Уйрăмах кĕрхисем хỹхĕм çитĕннĕ. «Уй-хир карапĕсем» Янкас ялĕ çывăхĕнчи уйра кĕрхи тулла пухса кĕртеççĕ. Ертỹçĕсем каланă тăрăх, вăл кашни гектартан 60 центнера яхăн тухать. — Районĕпе эпир 20 пин гектара яхăн çĕрсем çинче ака-суха ĕçĕсене пурнăçлатпăр. Çак лаптăкăн пĕрре-виççĕмĕш пайне шăпах «Таябинка» Агрофирма» ĕçченĕсем акса-туса тăраççĕ. Тавах общество ĕçченĕсене, — палăртрĕ А. Кузнецов. — Кăçал Чăваш Енре тыр-пул ăнса пулчĕ. Çакна, авă, сирĕн «Таябинка» Агрофирмăн» тĕслĕхĕ аван çирĕплетет. Тыррине туса илни пĕрре, ăна тата сутма пĕлмелле. Çавăнпа тырпул упрамалли хранилищĕсем туни аван. Ку енĕпе обществăра аван ĕçлеççĕ. Кунта 10 пин тонна тырă упрамалли хранилище ĕçе кĕртнĕ, — терĕ О. Николаев. Ун хыççăн вĕсем «Композит21» предприятире пулса курчĕç. Унăн директорĕ Г. Афанасьев Олег Алексеевича хăйсем туса кăларакан продукцин ассортименчĕпе паллаштарчĕ. О. Николаев тулли кăмăлпа тухрĕ кунтан. Паян Красноармейски ялĕ пĕр-пĕр пысăк стройкăна аса илтерет. Ăçта пăхнă унта строительство техникине, ятарлă тум тăхăннă строительсене асăрхатăн. Паян Ленин урамне икĕ енĕпе тротуар сарас ĕç пырать. Çакна Г. Степанов урамĕнче те пурнăçлаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов çак ĕç пирки питех те тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Унтан вĕсем Ленин урамĕпе çурран анса Çĕнтерỹ паркĕ витĕр тĕп стадиона çул тытрĕç. Кунта халĕ хĕрсех строительсем ĕçлеççĕ, авăн уйăхĕ валли искусственнăй виткĕчлĕ футбол уйне ĕçе яма хатĕрлеççĕ. Юлашкинчен Çĕнтерỹ паркĕнче О. Николаев Красноармейскинче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ, вĕсемпе уççăн калаçрĕ, Трак енсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Вăл Красноармейскинчен тулли кăмăлпа Шупашкара çул тытрĕ.
АУ "Редакция Красноармейской районной газеты "Сельская жизнь"
Первоисточник: АУ "Редакция Красноармейской районной газеты "Сельская жизнь"