АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » З. П. Порфирьев, 1923, Енĕшкасси

14 августа 2015 г.

З. П. Порфирьев, 1923, Енĕшкасси

Мана Зевин Порфирьевич Порфирьев тесе чĕнеççĕ. Эпĕ 1923 çулта Енĕшкасси ялĕнче çуралнă. Мана Хĕрлĕ Çара 1942 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче илчĕç. Командăра иккĕнччĕ: мансăр пуçне Карайри Павел Панфутьев. Часах кăтартнă адреспа — Мускав облаçĕнчи Калинин ячĕллĕ поселокра вырнаçнă (халĕ Калининград хули) хамăр чаçе — 2ОЗИБа (2-мĕш Отдельный Запасной Инжереный Батальон) çитрĕмĕр. Кунта пире радиостанци урлă сигналсем парса минăсем (ОЗМ-152), фугассем (ФТД) лартнă уйсене сирпĕтме вĕрентрĕç. Унсăр пуçне подрывник ĕçĕ, минăна епле лартмалли тата ăна çĕр айĕнчен епле майпа шыраса тупса кăларса сиенсĕрлетмелли пирки каласа кăтартрĕç. Паллах, вĕсемсĕр пуçне çар ĕçĕнче Уставсемпе наставленисемсĕр май çук. Вĕрентекенсем вĕсем çинчен те чылай чарăнса тăнă. 1942 çулхи августăн 25-мĕшĕнче вĕренỹ вĕçленчĕ. Пире фронта, Орел тăрăхне ăсатрĕç. Унта малтанах 174-мĕш БИЗăн (батальон инженерных заграждений) ятарлă техника ротинче, 1942 çулхи октябрьтен тытăнса 1943 çулхи апрельччен 177-мĕш БСМра (батальон спецального минирования) сапер-радист пулнă эпĕ. 1943 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче Тула облаçĕнчи Белев хулинчен инçех мар мана сылтăм ураран амантрĕç. Çав кун тăшманăн “Рама” самолет-шпионĕ пирĕн урлă вĕçсе иртсе кайрĕ. Унччен те пулмарĕ, нимĕçсем тупăсенчен пеме пуçларĕç. Кĕçех взвод командирĕ Никитин мана хăй патне чĕнет. Эпĕ унăн çĕрпỹртне чупса кайрăм. Унччен те пулмарĕ, куçсенчен çăлтăрсем вирхĕнсе тухрĕç. Выртатăп, тỹпе çеç куратăп. Манпа юнашар снаряд çурăлнă иккен. Е. Гайдуков аслă радист ура çине тăма пулăшрĕ. Ураран юн юхать. Малтанах мана санчаçе, унтан уйри госпитале илсе кайрĕç. Операци турĕç, хăрах урана татрĕç. Виçĕ кунтан Мускава, унтан Красноярскри эвакогоспитале ăсатрĕç. Кунта тепĕр хутчен операци турĕç. Эпĕ çак самантра кăшт çеç çут тĕнчепе сывпуллашман иккен... 10 кун пылак шыв ĕçсе кăна пурăнтăм. Суран пĕчĕккĕн тỹрленсе пычĕ. Çĕнĕрен утма вĕрентĕм. Палатăри юлташсемпе сывпуллашрăм. Сестра станцинче поезд çине лартса ячĕ. 1943 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче тăван яла таврăнтăм. Çуралнă вырăна килсен “Стрела” промартельте счетовод-кассирта, тăван “Новый мир” колхозра счетоводра, каярах кладовщикра тăрăшрăм. 1947—1949 çулсенче Çавалçырма ял совет ĕçтăвкомĕн председателĕнче вăй хутăм. Ун хыççăн библиотекарьте, Енĕшкасси ял клубĕн заведующийĕнче ĕçлеме шанчĕç. 1947 çулта Шупашкара облаçри çар комиссариатне чĕнчĕç. Чылайăн пухăнтăмăр. Мана Мухтав орденĕн III степенĕпе чысларĕç. Кунсăр пуçне кăкăра ытти наградăсем те илем кỹреççĕ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика