АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А. М. Русин, 1925, Çĕнĕ Выççăлккă

14 августа 2015 г.

А. М. Русин, 1925, Çĕнĕ Выççăлккă

Эпĕ, Александр Маркович Русин, 1925 çулхи майăн 31-мĕшĕнче Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче çуралнă. Ачаранпах кĕнекене юратса ỹсрĕм. Ултă çулта чухнех вулама, шутлама, çырма вĕрентĕм. 1932 çулта Çавалçырмари çичĕ çул вĕренмелли шкулăн пĕрремĕш класне кайрăм. Ăна 1938 çулта мухтав грамотипе пĕтертĕм. Çав çулах Çĕрпỹри педагогика училищине çул тытрăм, ăна 1941 çулта вĕренсе пĕтертĕм. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ алхасма тытăнчĕ. Çамрăксемпе вăйпитти арçынсене фронта илме пуçларĕç. Мана Нимĕчкассинчи пуçламăш шкулта ĕçлеме сĕнчĕç. Çав çул тăшман пирĕн хуласене иле-иле хĕвелтухăçнелле талпăнатчĕ. Чăваш енре хỹтĕлев сооруженийĕсем тăвас ĕç пуçланчĕ. Эпĕ Тăвай районĕнчи Пуянкасси ялĕнче 1942 çулхи март уйăхĕччен агитатор пулса ĕçлерĕм. 40-45 градус таран сивĕсем тăратчĕç, анчах çынсем çав-çавах лумсемпе шăн çĕре чавнă-çке. 1942 çулхи сентябрьте Çавалçырма шкулĕнче ĕçлеме пуçларăм, ачасене çар ĕçне, физкультурăна, юрă тата рисовани урокĕсене вĕрентеттĕм. Коллективра арçынсенчен Т. Родионов çеçчĕ. Ăна, ватлăх енне пуснăскере, фронта илменччĕ. 1943 çулта Хĕрлĕ Çар ретне илчĕç, Чкаловскри пулемет училищине вĕренме ячĕç. Эпир кунта "Максим" пулемета, ытти хĕçпăшала алла илнĕ. Çав вăхăтра тăшман каялла чакатчĕ, анчах фронтра çĕнĕ вăй кирлĕччĕ. Пирĕн училищăн пĕтĕм йышне Чкаловскран Тула хули таран, Ясная Поляна çывăхне, поездпа илсе кайрĕç. Эпир тăххăрмĕш корпусăн çиччĕмĕш мехбригадине кĕтĕмĕр. Пирĕн взводра виçĕ “Максимкăпа” пĕр “ГАЗ-51” автомашинăччĕ. Сентябрь уйăхĕнче пирĕн корпус Киевран анаталла, Днепр юханшывĕ патнелле куçрĕ. Эпир Красавкино станци çывăхĕнче чарăнтăмăр. Техникăна каçарма строительство батальонĕ кĕпер хыврĕ. Сиен кỹрес тĕллевпе ăна тăшман тăтăшах персе тăратчĕ, каçсерен бомбăсем пăрахатчĕ. Салтаксем каç сĕмĕ çапсан сулăсем ăсталатчĕç. Эпир çав-çавах Днепр урлă каçрăмăр. Анчах çакăнта чылай çухату пулчĕ çав, юханшыв хĕп-хĕрлĕ тĕслĕччĕ, чылай техника шыв айне пулчĕ. Ир енне тăшмана Днепртан 15-20 çухрăм хăваласа кайрăмăр. Пирĕн ушкăнта виçĕ çын кăна тăрса юлчĕ. Часах йыш хушăнчĕ. 1943 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче мана йывăр амантрĕç, тăшман пульли хырăм витĕр тухнă. Пĕверпе сылтăм пỹре суранланнă. Операци виçĕ сехете тăсăлчĕ. Эпĕ хамăн ентеше, Канашра çуралса ỹснĕ Т. С. Ермошкина тухтăра пула кăна сывах юлтăм. Вăл мана икĕ уйăх хушши сиплерĕ, тепĕр икĕ уйăхран вара Сума хулине ячĕç. Санитари поезчĕ Новосибирска илсе çитерчĕ, унтан — Бердскри эвакогоспитале. Кунта 1944 çулхи май уйăхĕччен сиплентĕм, уйăх вĕçĕнче вара киле ячĕç. Тĕрлĕ çĕрте вăй хутăм. 1949 çулта юратнă ĕçе кỹлĕнтĕм, Чатукасси шкулĕнче ĕçлеме пуçларăм.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика