АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Çав кунсен çухалмĕ чапĕ

03 февраля 2015 г.

Çав кунсен çухалмĕ чапĕ

Вăхăт пĕр шелсĕр малалла васкать. Кăçалхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине паллă тăватпăр. Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен ялсенчен 1941 — 1945 çулсенчи вăрçа 473-ĕн тухса кайнă, вĕсенчен 225-шĕ паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă е хыпарсăр çухалнă. Паян пурăнакансем 4-ăн. Фронтовиксен асаилĕвĕсем ỹссе çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани панă çĕрте калама çук пысăк вырăн йышăнаççĕ. Каччăсемпе хĕрсене ентеш-салтаксен паттăрлăхĕпе паллаштарас тĕлĕшпе эпир 1975 çулта, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 30 çул тултарас умĕн, Чатукасси шкулĕн никĕсĕ çинче фронтовиксен тĕлпулăвне йĕркеленĕччĕ. Ун чухне шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен А. Г. Львован вăрçă паттăрĕсен асаилĕвĕсене çырса илсе вĕсене ỹсекен ăру валли ятарлă журналта упраса хăварас шухăш çуралчĕ. Çав тĕллевпе Антонина Герасимовна ятарлă альбом йĕркелесе ячĕ. Вăл черетпе пĕр фронтовикран теприн патне куçрĕ. Унта пирĕн паттăрсем хăйсем утса тухнă вут-çулăмлă çула тĕпĕ-йĕрĕпе çутатса пачĕç. Ветерансем хăйсен аллипе çырнă асаилỹсем "Пирĕн колхозри вăрçă ветеранĕсем каласа параççĕ" ятлă. Унта вăрçă ветеранĕсем çинчен райхаçатра пичетленнĕ статьясем те вырăн тупрĕç. Çулсем иртĕç, ентеш-салтаксен вăрçăри паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмĕ. ; ; ; "Пирĕн колхозри вăрçă ветеранĕсем каласа параççĕ" асаилỹсен альбомне А. Г. Львова куç харшине сыхланă евĕр упрать. Ăна Антонина Герасимовнан ывăлĕ — Ю. Львов паллă таврапĕлỹçĕ редакцине çитерсе пачĕ. Эпир Юрий Анатольевича ăшшăн тав туса Аслă Çĕнтерỹ уявĕ умĕн альбомри фронтовиксен асаилĕвĕсене райхаçат страницисенче кун çути кăтартма килĕшсе татăлтăмăр. А. Львов

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика