АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уписем Я. Абрамов палăкне уçрĕç

24 октября 2014 г.

Уписем Я. Абрамов палăкне уçрĕç

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче, шăмат кун, Уписем Я. Абрамов ячĕллĕ скверта ку ялта çуралса ỹснĕ, Раççей Патшалăх Думин пĕрремĕш созыври депутачĕ пулнă Яков Абрамович Абрамов палăкне уçрĕç. Сивĕ çанталăка пăхмасăр Упи ялне уяв сăнĕ çапнă. “Ырă сунса кĕтетпĕр!”, “Уяв ячĕпе саламлатпăр!” тесе çырнисем аякранах курăнаççĕ. Хĕрлĕ, кăвак, симĕс, сарă тĕслĕ ялавсем вĕлкĕшеççĕ. Савăк юрă-кĕвĕ янăрать. Районти обществăлла апатлану предприятийĕн ĕçченĕсем вĕри пылак чей, тутлă шашлăк сĕнеççĕ. Уява пуçтарăннă çынсен пит-куçĕнче савăк кулă çиçет. Уява пысăк хăнасем килсе çитеççĕ — Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин 6 депутачĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю. Попов, ЧР Патшалăх Канашĕн 8 депутачĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков, ытти хăнасем. Вĕсене ырă йăлапа çăкăр-тăварпа кĕтсе илеççĕ. Вĕсем Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Степанов ертсе пынипе çийĕнчех Я. Абрамов ячĕллĕ сквера çул тытаççĕ. Кунта Раççейĕн, Чăваш Енĕн, Трак енĕн, Упи енĕн ялавĕсем мăнаçлăн вĕлкĕшеççĕ. Хаваслă самант çывхарать. Юрий Витальевич митинг уçăлни çинчен пĕлтерет. Раççей, Чăваш Ен Гимнĕсем янăраççĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров ертсе пыракан “Упи ен” фольклор ансамблĕ Уписен “Матьшу пусси” ятлă Гимнне шăрантарать. Я. Абрамов палăкĕн çивиттине сиреççĕ те пирĕн ума сылтăм аллине çĕкленĕ, мал ĕмĕтлĕ хастар чăваш тухса тăрать. Палăкăн постаменчĕ çине Я. Абрамов 1906 çулта “Хыпар” хаçатра пичетленĕ статьяри сăмахсене вырăсла вырнаçтарнă: “Беречь и защищать народное богатство, природную кладезь — нефть, каменный уголь и другие полезные ископаемые — народной казне. Я. Абрамов, Санкт-Петербург, 1906 г.” Хăнасем тăвăллăн алă çупаççĕ. Митингра Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Степанов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю. Попов, Раççейри ỹнерçĕсен канашĕн членĕ, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ, палăк авторĕ П. Пупин скульптор, вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ М. Прохоров, Я. Абрамовăн кĕçĕн мăнукĕн мăнукĕ, Упири пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн вун пĕрмĕш класĕнче вĕренекен А. Васильева, ыттисем тухса калаçрĕç. РФ Патшалăх Думин Председателĕ С. Нарышкин Уписен ячĕпе янă саламлă çырăва вуласа параççĕ. “Уважаемые жители и гости из старейших населенных пунктов Чувашии — села Убеево! Поздравляю Вас со знаменательным событием — увековечиванием памяти вашего земляка — депутата Первой Государственной Думы (1906 г.) Якова Абрамовича Абрамова. Депутаты первого законодательного органа страны, не будучи профессионалами, ревностно защищали интересы Отечества и своих избирателей, нелегким трудом закладывая фундамент парламентаризма в России. Открывая памятник одному из первых парламентариев страны на его “малой родине”, вы способствуете сохранению культурно-исторического наследия великой России и истории вашего родного края. Благодарю вас за ваш энтузиазм и желаю всем крепкого здоровья и успехов. Председатель Государственной Думы РФ С. Е. Нарышкин”, — тенĕ унта. Ю. Попов Упи ял тăрăхĕн экономики çирĕп мартан Мускав хăнисене инвесторсем тупса пама ыйтрĕ. Кам-ха вăл Я. Абрамов? Я. Абрамов 1873 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче Упи ялĕнчи чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Кăçал шăпах вăл çут тĕнчене килни 141 çул çитрĕ. Яков Абрамов ялти чиркỹ-прихут шкулĕнче, Хусанти учительсен семинарийĕнче пĕлỹ пухнă. 33 çулхи Я. Абрамова Хусан кĕпĕрнинчи суйлавçăсен Пухăвĕ Патшалăх Думин членне суйланă. Дума 1906 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче уçăлнă. Унта Чăваш Енрен икĕ депутат — Я. Абрамов тата К. Лаврский юрист хутшăннă. Уявра эпĕ А. Егоровпа сăмахласа илтĕм. — Питех те пысăк ĕç турăр Уписем, — терĕ “Досаево” хуçалăха чылай çул ертсе пынă, каярах Упи ял администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ А. Егоров. — Хăвăрăн паллă ентеше, РФ Патшалăх Думин пĕрремĕш созыври депутатне Я. Абрамова çакăн пек чыс турăр. Хальхи ăру сире çакăншăн тав сăмахĕ çеç калĕ. Ун хыççăн уявăн хăнисем Упири кану çуртне пухăнчĕç. Фойере Упири вăтам шкулта вĕрентекен И. Матвеевăн сăн ỹкерчĕкĕсенчен, ку тăрăхри ялсенчи алă ăстисен ĕçĕсенчен ятарлă выставка йĕркеленĕ. Мускав хăнисем сцена çине улăхаççĕ. В. Сидоров (Янмурçин, Вениамин Сидорович РФ Патшалăх Думин депутачĕсенчен Упире врач офисне çĕклесе лартма пулăшу ыйтрĕ), Л. Архипов (Тусай, ял варринчи çулсене тума пулăшма ыйтрĕ), В. Моголов (Крым Республикин Севастопольти чăвашсен обществин председателĕ, пирĕн çĕр-шыв ертỹçисене Крым Республикине Раççей Федерацийĕн йышне илнĕшĕн ăшшăн тав турĕ) сăмах илчĕç. Уява килнисене ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров ертсе пыракан “Хавал” ансамбль, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ В. Христофоров ертсе пыракан ушкăн, Е. Османова юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Питех те ăшшăн йышăнчĕç вĕсене куракансем. Уява РФ Парламент, Чăваш Ен телевиденийĕ ỹкерсе илчĕç. Г. Борзин

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика