АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Константин Филиппович Шачкин

Константин Филиппович Шачкин 1934 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче Именкассинче çуралнă. Мĕн пĕчĕкренех ял пурнăçне, хура çĕр ĕçне туйса ÿснĕ. Ялти шкул хыççăн Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Агроном профессине алла илнĕ. Çар хĕсметĕнче пулнă, 4 çул Çурçĕр Тинĕс- Çар флотĕнче службăра тăнă.

Тăван ялтах агрономра вăй хунă. Пĕр вăхăт хуçалăх ертÿçин “тилхепине” те тытнă. Малашнехи çулсем те унăн ял хуçалăх производствипе çыхăннă: республикăри агрохими станцийĕн хамăр районти сотрудникĕ, райхаçат редакцийĕн ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ, ял хуçалăх культурисене сыхлакан районти станци начальникĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх станцийĕн наука сотрудникĕ.

К. Ф. Шачкин — РФ Журналистсен тата Писательсен Союзĕн членĕ, ЧР хисеплĕ тавра пĕлÿçи, халăх ăсчахĕ, Тинехпи тата Н. Янкас ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Унăн пирвайхи материалĕ “Коммунизм çулĕпе” хаçатра 1959 çулхи декабрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче “Кукуруза — пĕрремĕш вырăнта” ятпа пичетленнĕ.

Автор хăйĕн материалĕсене яланах тарăннăн çырать, содержанийĕсем пуян, уçăмлă. Кÿршĕсен — “Çĕрпÿ хыпарçи” хаçатпа та туслă çыхăнура ентешĕмĕр.

Декабрĕн 5-мĕшĕнче “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн редколлегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта райхаçат ĕçне активлă хутшăннăшăн тата “Ял пурнăçĕ” хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухма пуçланăранпа 75 çул тултарнă май К. Ф. Шачкина хаçат редакцийĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика