АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кÿршĕ районсенче

10 июня 2021 г.

. Çĕрпÿ. Тавăшкасси ял тăрăхĕнче пĕчĕк ялсен кунĕсене уявласси йăлана кĕнĕ. Ял çыннисемшĕн тĕлпулусем савăк концертпа çеç иртмеççĕ. Çапла майпа район ертÿлĕхĕпе ял нушисене сÿтсе явма та, вĕсене татса памалли çул-йĕре шырама та пулать.

. Канаш. Тури Сурăмра çитес вăхăтра фельдшерпа акушер пунктне хута ярĕç. Турисурăмсем тата çывăхри ялсенче пурăнакансем çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿснине туйса илме пултарĕç. Кăçал çавăн пекех Шăхаль, Шуркасси, Çатăрка Çырми, Çĕнĕ Ачча, Янкăлч ялĕсенче çĕнĕ ФАПсем тума тытăннă.

. Вăрнар. Туçи Çармăсри Ольгăпа Михаил Ефремовсем çемье пурнăçĕнчи ылтăн юбилейне паллă тунă. Вĕсем 1971 çулхи çĕртмен 5-мĕшĕнче мăшăрланнă. Михаил Ефремович 30 çул ытла Суворов ячĕллĕ хуçалăхра водительте ĕçленĕ. Ольга Тарасовна çирĕм çул ытла «Росгосстрах» агентĕнче тăрăшнă. Мăшăрсен кăкăрне «Ĕç ветеранĕ» медаль илем кÿрет. Халĕ ватăсем ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.

. Элĕк. Чăваш Сурăмри вăтам шкул çумĕнчи «Савăнăçлă планета» лагерьте канакансемшĕн вăхăт савăнăçлă иртет, кашни кун çĕнĕлĕх илсе килет. Иртнĕ кунсенче лагере çÿрекенсем К. Воронов ячĕллĕ таврапĕлÿ музейне тата ялти вулавăша çитсе курнă.

. Муркаш. Районти ЗАГС пайĕ пилĕк уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Çак тапхăрта районта 80 ача: 44 арçын ачапа 36 хĕрача — çуралнă, 190 çын пурнăçран уйрăлнă, 26 çемье чăмăртаннă, 35 çемье уйрăлнă.

.  Шупашкар. Социаллă ĕçчен кунĕ умĕн чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешес енĕпе хатĕрленĕ проектпа килĕшÿллĕн «Пурнăç патне 10 пин утăм» акци иртнĕ. Унта РФ Пенси фончĕн, халăха социаллă пулăшу паракан тытăмăн, ĕçпе тивĕçтерекен центрăн, районти тĕп сыватмăшăн, ял тăрăхĕсенчи хĕрарăмсен канашĕн ĕçченĕсем хутшăннă.

 

Хыпарсене Сергей САМСОНОВ пухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика