АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Професси уявĕпе саламланă

10 июня 2021 г.

Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче çĕршывра Социаллă ĕçчен кунне паллă турĕç. Çак уява Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн 2000 çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнчи Указĕпе çирĕплетнĕ.

Социаллă ĕçчен кунĕ — ăшă кăмăллисен, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнисене кирек епле вăхăтра та пулăшу кÿрекенсен уявĕ. Ăна Трак енре те савăк паллă тунă. Район администрацине ĕçпе тивĕçтерекен тытăмра, халăха социаллă пулăшу паракан тата РФ Пенси фончĕн районти клиент уйрăмĕнче тăрăшакансем пухăннă. Вĕсене професси уявĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов саламланă.

Александр Николаевич район администрацийĕн Тав çырăвĕпе социаллă хÿтлĕх пайĕн экспертне — ертсе пыракан специалистне Вера Ивановăна, Регина Фадеева кассира тата ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертсе пыракан инспекторне Игорь Иванова Хисеп хучĕпе чысланă. Ольга Степанова эксперт — тĕп специалист асăннă тытăмăн профсозĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ.

 

Сергей САМСОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика