АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Валерий Буклаков: «Çар служби — çирĕплĕх шкулĕ»

10 июня 2021 г.

Раççейре çуркуннехи призыв ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланчĕ. Вăл утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать. Çар хĕсметне каякан каччăсен тата вĕсен ашшĕ-амăшĕн кун çинчен мĕн пĕлмелле? Призыв пунктĕнче вĕсене мĕн кĕтет? Çĕрпÿ, Красноармейски, Куславкка тата Вăрмар районĕсен çар комиссарне Валерий БУКЛАКОВ подполковника çак ыйтусене хуравлама сĕнтĕмĕр.

 

— Валерий Венадьевич, салтак шинелĕ тăхăнма хатĕрленекен каччăн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин статусĕ мĕнрен пуçланать-ха?

— Çар ретне тăма хатĕрленекен кашни каччăпах призывпа çыхăннă мероприятисем йĕркелетпĕр. Ку вăл — медицина, профессипе психологи тĕрĕслевĕ витĕр тухни. Каярах ăна муниципаллă пĕрлешĕвĕн призыв комиссийĕн анлă ларăвĕнче итлеççĕ. Шăпах кунта гражданина çар службине кайма йышăну тăваççĕ, повестка параççĕ. Призывник чи малтан Çĕрпÿ, Красноармейски, Куславкка тата Вăрмар районĕсен çар комиссариатне çитет. Кунта унăн мĕн пур документне, сотовăй телефонпа еплерех усă курнине тĕрĕслеççĕ, республикăри сборнăй пункта çитмелли çул-йĕр пирки инструктаж ирттереççĕ. Çар комиссариатĕнчен пулас салтака Шупашкара илсе каяççĕ. Вăл кунта çар форми тăхăнать, ăна гигиена япалисемпе тивĕçтереççĕ, номерлĕ жетон параççĕ, каччă кулленхи служба вырăнне тухса каять. Чаçе çитсен призывник 14 кунлăх карантина лекет.

— Паянхи эпидеми лару-тăрăвне шута илсе ку призыв та хÿтĕлев маскисĕр тата перчеткесĕр иртмест пулас?

— Питех те тĕрĕс палăртатăр, 2021 çулхи çурхи призыври мĕн пур мероприятисем уйрăм режимпа иртеççĕ. Каччăсем Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă Вăйĕсене тухса кайиччен 5 кун маларах COVID-19 тест витĕр /ПЦР анализсем параççĕ/ тухаççĕ. Çар комиссариатне кĕнĕ çĕрте тĕрĕслев пункчĕ вырнаçнă, унта шăпах çав мероприятисене йĕркелеççĕ те. Пирĕн сотрудниксем тата призывниксем валли çителĕклĕ таран маскăсемпе перчеткесем хатĕрленĕ, кунпа пĕрлех дезинфекци япалисем те пур. Каччăсене республикăри сборнăй пункта леçекен автомашинăна та тăтăшах дезинфекци тăваççĕ. Шупашкарта кашни çамрăк хушма термометри тата тест витĕр тухать.

— Паллă ĕнтĕ, призывпа çар службин вăхăчĕ улшăнман — пĕр çулталăк. Анчах мĕншĕн-ха пулас салтакран сывлăх енчен çеç мар, вĕренÿ тата хушма хатĕрленÿ енĕпе те çирĕпрех ыйтма пуçларĕç?

— Çар комиссариачĕ призывникăн вĕренÿ сборĕсенчи, çарпа патриотла клубсенчи хушма хатĕрленĕвне, ЮНАРМИЯ юхăма хутшăннине пĕтĕмпех шута илет. Кунпа пĕрлех эпир Раççейри ДОСААФăн вĕренÿ организацийĕсем урлă çарпа учет специальноçĕсене, С, Д, Е категориллĕ водительсене, водитель-электромеханиксене, водитель-парашютистсене вĕрентсе хатĕрлетпĕр. Кунпа пĕрлех вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче е автошкулсенче водитель е анлă профиллĕ механизатор специальноçне илсе тухнă яшсене те учета илеççĕ. Çарпа учет специальноçĕсемпе хатĕрленнисем çар службине те çак должноçсенчех ирттерĕç. Ку вăтам тата аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕлÿ илсе тухнисене пырса тивет.

— Пирĕн яшсем служба кунĕсене ăçта тата хăш çар чаçĕсенче ирттерĕç?

— Пирĕн ентеш-призывник-сем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче, Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă Вăйĕсен мĕн пур чаçĕсенче служба тивĕçĕсене пурнăçлĕç. Çавăн пекех эпир çамрăк çынсем çар хĕсметне хăйсем суйласа илнĕ вăл е ку чаçре ирттерме палăртнине те шута илетпĕр. Паллах, кун пек чухне чи малтан унăн сывлăхне, вĕренÿ шайне пăхаççĕ.

— Эсир призывниксене мĕн сĕннĕ пулăттăр?

— Кашни çамрăк çыншăн çар служби — çирĕпленсе çитмелли шкул. Сывлăх енчен тĕреклĕ каччăн йывăрлăхсенчен хăрама кирлĕ мар. Унăн Раççей гражданинĕн çар тата Конституци тиивĕçĕсене пурнăçламалла. Хĕсмете çар-та тата флотра ирттерни каярахпа патшалăх тата муниципаллă тытăмра вăй хума билет илниех пулса тăрать.

Çамрăк çынсем 8/83545/ 2-16-03 /яшсене çар службине кайма хатĕрлекен тата призыв уйрăмĕ/, 2-15-40 /çар комиссарĕ/ телефонсемпе шăнкăравлама пултараççĕ. Çар комиссариачĕн ĕçченĕсем ыйтусене туллин хуравлĕç.

— Валерий Венадьевич, калаçушăн пысăк тав.

 

Юрий БОРИСОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика