АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватлăх миçе çулта килет?

10 июня 2021 г.

 

 

Ку ыйтăва тÿрех çапла хуравласан та йăнăш пулас çук: çын миçерине хăйне пăхсан паллă. Асăрханă пулĕ, хăшĕсем 30-40-рех ватă сăнлă курăнаççĕ, теприсем 80-90 çулта та питĕ патвар çÿреççĕ, хăйсене вăй-халлă туяççĕ.

 

Сăмахран, Дагестанра пурăннă Магомед Лобазнов 123 çула çитнĕ. Арçын питĕ ăслă пулнă, унран çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çынсем канаш ыйтма çÿренĕ. «Тĕрĕс апатланнипе нумай пурăнтăм», — тенĕ Магомед журналистсене.

Франци çынни Ханна Кальман 122 çул та 164 кун, Америкăри Сара Кнаусс 119 çул та 97 кун, Японири Наби Тадзилия 117 çул та 260 кун пурăнни паллă. 1903 çулта çуралнă Япони çынни Канэ Танака халĕ те пурăнать.

Хамăр тăван тăрăхра Васнар ялĕнче пурăннă Валентина Новоселова акă 104 çулта пурнăçран уйрăлнă. Çулĕсене пăхмасăр вăл алă ĕçĕпе аппаланнă, нумай вуланă, кукăль пĕçернĕ, хуçалăхра тăрăшнă.

Çын хăйĕн сывлăхĕ пирки хăçан шухăшлама пуçлать-ха? Шел те, чылай чухне ăна çухатсан тин çав. Ирĕксĕрех ваттисем калани аса килет: «Пуррине упрамастпăр, çухатсан — йĕретпĕр». Чавса çывăх та çыртма çук — çапла та пулса тухать пурнăçра. Апла пулин те, чылайăшĕ çакнашкал лару-тăрура та шанчăка çухатмасть: ирсерен физзарядка тăвать, чупать, утать, спортпа туслашать. Сăмахран, Социализмла Ĕç Геройĕ, тăватă хутчен Патшалăх премийĕн лауреачĕ пулса тăнă А. Микулин академик хăйне хăй шеллемесĕр ĕçленĕрен 50 çултах йывăр чире кайнă. Çапах та хавшанă сывлăхне çирĕплетме пултарнă. Епле майпа-ха? Чи малтанах чăтăмлăх çитерсе спортра тата физкультурăра организмне пиçĕхтернĕ. Çакăн çинчен академик хăйĕн «Активное долголетие» кĕнекинче питĕ уçăмлăн çырса кăтартнă. Кун пек чаплă тĕслĕх татах та татах илсе кăтартма пулать.

Тарăннăн шухăшласа пă-хар-ха: çамрăк чухне сывлăха пĕтерсен ватлăхра мĕнле пурăнăпăр-ха? Унччен инçе-ха тени тĕрĕсех-ши? Сывлăх хуçи хамăр. Пирĕн сывлăх — пирĕн алăра. Медицина тесен вара… Чирлесен тин сываласси пирки шухăшлатпăр эпир. Чир-чĕр çулăхсан çеç медицина пулăшу пама тытăнать. Чирличчен сывлăха куç шăрçине упранă пек упрама мĕншĕн пĕлейместпĕр-ха е пĕлсе тăрсах çакăн çинчен мĕншĕн манатпăр? А. Лаптев çырнă «Береги здоровье с молоду» кĕнекере усăллă, кирлĕ сĕнÿ-канаш пайтах. Çав хушăрах асăрхаттарар: темĕнле усăллă сĕнÿ те кашниншĕн пĕрешкел вырăнлă мар. Кирек хăçан та тухтăрпа канашламалла.

Çамрăклăх ĕмĕрне тăсас тесе нумай-нумай ăру тĕрлĕ рецепт шухăшласа кăларнă. Грексем акă сĕтпе çăвăнни ÿт-тире çамрăклатать тенĕ. Теприсем женьшень курăкĕн шывне ĕçеççĕ, путене çăмартине çиекенсем, çурхи шыв ĕçекенсем те тĕл пулаççĕ. Паллах, пĕр-пĕр ятарлă рецепт шыраса тупни пур ыйтăва та хăвăрттăн татса пама пулăшăччĕ, анчах та… Кунашкал рецепт шырама кирлех те мар-тăр. Сывлăха çирĕплетес тĕлĕшпе этемлĕх халиччен мĕн шухăшласа кăларнине пĕтĕмлетсе ятарлă йĕрке туса хуни вара пуриншĕн те усăллă, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕччĕ.

Больницăра выртма лайăх майсем туса пани çапах та ыйтăва пур енлĕ татса пани мар-ха. Кунта çакăн пирки шухăшламалла: пĕрремĕшĕнчен, ачасене пĕчĕклех сывлăха упрама вĕрентсе, хăнăхтарса ÿстермелле. Тепĕр енчен, сыватма та пĕлмелле. Пытармăпăр, чылай чухне эпир чире мар, çынна сыватма кирлине манса каятпăр. Халăхра çапла сăмах çÿрет: тухтăрăн виçĕ тĕрлĕ эмел пур, пĕри вăл — тĕрлĕ сиплĕ курăк, тепри – минералсем, виççĕмĕшĕ — сăмах. Ырă сунса ăшшăн каланă сăмах тепĕр чухне эмелрен те хаклăрах, сывалма, ура çине тăма пулăшать. Çавăн пирки аса илтерет ĕнтĕ авалхи çынсем калани.

Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, çынсем вăтам виçерен ытларах та пурăнма пултараççĕ иккен. Пирус туртнин, эрех-сăра ĕçнин сиенĕ пирки мĕн чухлĕ çыраççĕ, калаçаççĕ. Анчах та хăшĕ-пĕри çак киревсĕр йăлана çав-çавах пăрахаймасть. Вилĕме хăйсен аллипех çывхартаççĕ.

Вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем ялта ытларах. Кунта сывлăш уçăрах, тасарах, пурнăç лăпкăрах, шăв-шав сахалтарах пулнинчен те килет. Тухтăрсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, ытлашши шав сывлăхшăн çав тери сиенлĕ, тĕрлĕ чир-чĕр ертет вăл, организма хавшатать. Социологсемпе физиологсем çамрăклăха тăсас тесен тĕрлĕ хускану ытларах тума, ал-ура вăйĕпе ĕçлемеллине палăртаççĕ.

Пирĕн республикăра юлашки ултă çулта аслă çулсенчи çынсен шучĕ 25 процента яхăн, вăрăм ĕмĕрлисен шучĕ икĕ хут ÿснĕ. Чăваш Енре 100 çултан иртнĕ 50 ытла çын пурăнать...

 

Мария РОМАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика