АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачаранпах футболпа туслă

10 июня 2021 г.

Ачаранпах футболпа туслă

Йывăçсен тăрне улăхма ĕлкĕрнĕ ирхи хĕвел пайăрки уçă чÿречерен майĕпен йăпшăнса пÿлĕме кĕчĕ. Сĕтел урлă каçса вырăн çине куçрĕ, тутлăн тĕлĕрекен Кольăн шуралма пуçланă çÿçне ачашласа илчĕ. Унтан шăртланма пуçланă пичĕ тăрăх асăрханса янахĕ çине анчĕ…

 

Коля хĕвел ăшшăн пăхнипе вăранса кайрĕ. Вырăн çинчен тăма васкамарĕ-ха. Шухăшласа выртма сăлтавĕ те пур. Пурнăç урапин кустăрми 70 çула çитерчĕ, пурнăç ÿкерчĕкĕсем умлăн-хыçлăн куç умне тухса тăчĕç. Коля Пионерсен кунĕ хыççăн, çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Çавăнпа та унăн пурнăç девизĕ — «Яланах хатĕр».

Ашшĕ-амăшĕ ĕçпе пиçĕхнĕ, «Большевик» хуçалăхра вăй хунă, ачисене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Коля вĕсене яланах лайăхпа аса илет. Ашшĕ Петр Кириллович ача чухне вĕрентсе каланă сăмахсем халĕ те хăлхара янăраççĕ: «Асту, Коля ывăлăм, хура тарпа хутăштарса пĕçернĕ çăкăр кăна таса, тутлă, сывлăхшăн усăллă». Амăшĕ Ольга Терентьева ăса вĕрентнисем те пуçне ĕмĕрлĕх кĕрсе юлнă: «Ĕçпе, ачам, ырлăх-пурлăх хушăнать».

Хуçалăх ĕçĕсене Коля 5-мĕш класра вĕреннĕ чухнех хутшăннă. Ялта лашасем пулнă пирки ачаллах вĕсем патне туртăннă. Уйрăмах утă çулма хутшăнни Кольăн асĕнчен тухмасть. «Шурă кĕпе тăхăннă хĕрарăмсем умлăн-хыçлăн тăрса çаран çулатчĕç. Çава сасси таврара янăраса кăна тăратчĕ», — аса илет вăл.

Коля Шупуç шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра спортпа туслашнă. Ăмăртусене хутшăннă: чупнă, йĕлтĕрпе вăй виçнĕ. Мăн Шетмĕри вăтам шкулта пĕлÿ пухнă çулсенче футбол вăййине кăмăллама пуçланă. Вăл çине тăнипе ачасемпе пĕрле Çĕньял ялĕнче футбол уйне хатĕрленĕ. Кашни кунах çĕрлеччен мечĕк хăваланă. Килти ĕçсене вăхăтра пурнăçламаншăн ашшĕ-амăшĕнчен сахал мар сăмах лекнĕ.

Шел, вăтам шкул пĕтернĕ çул малалла вĕренме каяймарĕ. Çав çул хуçалăхра лашапа çĕр улми турттарнă, 123 тонна турттарса мала тухнă. Унăн хастарлăхĕ çинчен район хаçачĕ те çырнă.

Коля купăс калама ăста. «Кунĕпе ĕçлесе ывăннине пăхмасăр каçхине алла купăс тытаттăм», — аса илет вăл. Чăнах, тусĕпе Германпа ăмăртмалла купăс тăсса яратчĕç. Хĕрĕсем çепĕç юрăсем шăрантаратчĕç:

Хурлăхан тесе сана чĕнеççĕ,

Тусăм эсĕ мĕншĕн хурланан…

Ыйха путма хатĕрленекен ял çийĕн ян-ян! юхатчĕ юрă. Çырма-çатра, уй-хир тăрăх таçта çитиех саланатчĕ.

Пермь облаçĕнчи Кунгур хулинчи «Нефтяник» командăра футболла выляс ăсталăха туптама пуçланă. Ку хулана Шупашкарти энерготехникумран вĕренсе тухсан ĕçлеме килнĕ. Çав çулсенчех Смоленск хулинче тренерсен шкулне пĕтернĕ.

Тăван тăрăха таврăнсан 1973-1986 çулсенче тĕп хулари «Энергия», 1987-1992 çулсенче «Строитель» командăсенче, каярахпа ветерансен командинче вылянă. 1999-2002 çулсенче ветеран-строительсем хушшинче 4 хутчен Раççей Кубокне, 3 хутчен В.Н. Тарасов призне çĕнсе илнĕ. Çакăнта Николайăн тÿпи те пысăккине палăртмалла. Çав çулсенче вăл харăсах тренер тата вылякан пулнă.

Район чемпионатĕнче «Большевик» хуçалăхшăн выляма хутшăннă. Команда 10 çула яхăн район чемпионĕ пулнă, Кубокне çĕнсе илнĕ.

Чăваш Республики 100 çул тултарнине халалласа Владимир Крысин «Футбол Чувашии. Итоги сезона 2011» кĕнекере Николай Григорьев ăсталăхĕ çинчен çырса кăтартнă. Ăна хисеплесе Пикшик ялĕн стадионĕнче вырăнти тата тĕп хулари строитель ветерансемпе юлташла тĕл пулусем иртнĕ. 70 çул тултарнине чысланă чухне те командăсем вăй виçнĕ. Пикшик ял тăрăхĕн ертÿçи Валерий Фомин Тав çырăвĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Григорьев район пуçлăхĕн ячĕпе Хисеп хучĕпе чысланă, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Миша Григорян, СК центрĕн директорĕ Геннадий Иванов тата пĕрле вĕреннĕ тус-юлташĕ сывлăх, вăрăм кун-çул суннă.

Николай çулсем иртнишĕн пачах та ÿкĕнмест. Кил-çурт çавăрнă, юратнă мăшăр, ачасем, мăнуксем /виççĕн/ юнашар, юратнă ĕç, футбол пур. Пушă вăхăтра пулла çÿреме, «Ял пурнăçĕ» хаçата вулама кăмăллать.

Вырăс çыравçи А.П. Чехов çапла каланă: «Çынра пурте илемлĕ пулмалла: сăн-сăпачĕ те, çи-пуçĕ те, чун-чĕри те, шухăшĕ те». Николай Григорьев шăпах çавăн йышши.

 

Лев СОЛОВЬЕВ,

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика