АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун-çулĕ культурăпа çыхăннă

10 июня 2021 г.

Кун-çулĕ культурăпа çыхăннă

Нумаях пулмасть Трак ене ырă хыпар çитрĕ — Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен Енĕшкассинче çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра, Раççей çарĕн тĕп академи театрĕн директорĕн çумĕнче тăрăшакан Михаил Викторова Раççей Президенчĕн кăçалхи нарăсăн 18-мĕшĕнчи Указĕпе «Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă. Михаил Антониевичăн пĕлĕшĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Алексей Григорьев пулăшнипе çийĕнчех Мускавпа çыхăнтăм, пултаруллă ентеше хисеплĕ ята тивĕçнипе ăшшăн саламларăм.

Чатукасси тăрăхĕ ĕçчен те пултаруллă çынсемпе пуян. Çак йыша эпĕ шăпах Викторовсене кĕртетĕп. Енĕшкассинчи Антоний Викторов çĕр çине 1928 çулта килнĕ. Вырăнти шкулта вĕреннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 13-ри ача çеç пулнă вăл. Вăй питти арçынсем фронта тухса кайнă, ялта ватти-вĕтти кăна юлнă. Мĕн пур йывăрлăх вĕсем çине тиеннĕ. Хаяр вăрçă Çĕнтерÿпе вĕçленсен Антоний Викторова Хĕрлĕ çар ретне илнĕ. Вăл сапера вĕренсе тухнă, Прибалтика республикисене минăсенчен тасатнă.

Аслă пиччĕшĕ Аверкий Халхин-Гол патĕнчи çапăçусене хутшăннă. Ăна 1943 çулхи кăрлач уйăхĕнче каллех Хĕрлĕ çара илнĕ, стрелоксен 138-мĕш запасри полкне янă.

Салтак шинельне хывсан мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ Антоний. Чылай тапхăр «Коммунизм» колхозра /кунта Çавалçырма, Енĕшкасси тата Çĕнĕ Выççăлккă ялĕсем кĕнĕ/ тимĕрçĕре ĕçленĕ. 1959 çулта вара «Герой» хуçалăхра тимлеме тытăннă.

Шупашкар районĕнчи Çатра Марка хĕрĕпе Зоя Трофимовăпа çемье çавăрнă Антоний Викторович. Шăпах çак туслă та ĕçчен, пултаруллă çемьере виçĕ ача — Тамара, Константин тата Миша — кун çути курнă.

1968 çулта çĕр çине килнĕ Мишăн ачалăхĕ ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман. Чатукасси вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Шкул сакки çинче ларнă чухнех алăран хут купăс яман вăл, пĕлÿ çуртĕнчи, культура çурчĕ çумĕнчи агитушкăнта хăйĕн пултарулăхне кăтартнă, юрлама юратнă.

1986 çулта Миша Хусанти культура институтне вĕренме кĕнĕ. Анчах аслă шкулăн пĕрремĕш курсне пĕтернĕ хыççăн Совет çарне илнĕ ăна. Çар хĕсметĕнче те сцена çинчен анма пĕлмен, алăран хут купăсне яман Енĕшкасси каччи. Икĕ çул салтак пăтти çинĕ, унтан чăн-чăн арçын пулса таврăннă. Салтак шинельне хывсанах пултаруллă яша районти культура пайĕн пуçлăхĕ Владимир Серафимов Чатукассинчи культура çурчĕн илемлĕх ертÿçине çирĕплетнĕ. Шăпах çав çулсенче Чатукасси çыннисен пултарулăх шайĕ чылай çÿллĕ шая çĕкленнĕ.

Малалла аслă çул çине тухнă вăл. Мускаври М. Щепкин ячĕллĕ Аслă театр училищин актер факультетне пысăк конкурс витĕр тухса вĕренме кĕнĕ. Кунтах çемьеллĕ пулнă. Аслă шкула 1993 çулта лайăх паллăсемпе вĕçленĕ ентеш. Ăна çав çулах республикăри Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн йышне илнĕ. Михаил Антониевич пирвайхи кунсенченех асăннă коллективăн штатра тăракан ĕçченĕ пулса пултарулăх ĕçне кÿлĕннĕ. Каярах вара ытти коллективсемпе — Мускаври А. Чехов ячĕллĕ художество театрĕпе тата тĕп хулари «Лаборатория» театр-студипе тачă çыхăну тытнă. Пирĕн ентешĕн сцена çинчи пултарулăхне чылайăшĕ асăрханă. Кĕçех Михаил М. Щепкин ячĕллĕ Аслă театр училищине сцена çинчи калаçăва вĕрентекен педагога вырнаçнă. Унăн интересĕсем, ĕçĕ евĕрех, тĕрлĕ енлĕ те анлă. Вăл пĕр тапхăр М. Щепкин ячĕллĕ Аслă театр училищин чăваш студийĕн ертÿçинче тăрăшнă. Кунтан тăван ен валли пултаруллă та ăста артистсем «пиçсе тухнă». Викторовăн студенчĕсем паллă артистсемпе режиссерсем пулса тăнă, паян республикăри театрсен сцени çинчен хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ тата тĕлĕнтереççĕ. Иккĕшĕ «ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ» ята тивĕçнĕ, тăваттăшĕ Пĕтĕм тĕнчери тĕрлĕрен конкурссен лауреачĕсем пулса тăнă. Михаил Антониевич çавăн пекех вырăс тата ют çĕршывсен çыравçисен пьесисене чăвашла куçарас тĕлĕшпе чылай тăрăшнă. Вĕсем театр училищин чăваш студийĕн актер курсĕн студенчĕсен вĕренÿ кĕнекине кĕрсе юлнă. Вăл тăван чĕлхепе куçарнă пьесăсем — «Касатка», «Пирĕн пурнăç кунĕсем», «Вăрă — çăтмахра», «Эпир водевиль вылятпăр» — Шупашкар театрĕсен сценисем çинче чылай вăхăт куракана савăнтарнă.

2000 çулта Михаил Викторова Раççей çарĕн тĕп академи театрĕн декорацисем хатĕрлекен тата спектакльсем лартакан пай заведующине çирĕплетнĕ. 2014 çултанпа пирĕн ентеш театр директорĕн производствăпа эксплуатаци енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшать. Çак тапхăртанпа Михаил Антониевич тимленипе кунти пĕчĕк тата пысăк сценăсенче 60 ытла спектакль куракан умне кăларнă. Вăл хăйне чăн-чăн ăста, професси шайне тăтăшах ÿстерсе пыракан специалист, хăй умне лартнă тĕллевсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлакан йĕркелÿçĕ пек кăтартрĕ. Ентешĕм чунĕпех театра парăннă. Михаил Антониевич паян театрта репертуар валли произведени шыраса тупассишĕн, костюмпа грим мастерскойĕсен ĕçĕ-хĕлĕшĕн, çавăн пекех декорацисем хатĕрлес тата спектакльсем лартас енĕпе яваплă çын шутланать. Çавăнпах ăна театр ертÿлĕхĕ, творчество ушкăнĕ, кунта вăй хуракансем хисеплеççĕ те. «Скупой», «Севастопольский марш», «Человек из Ламанчи», «Давным-давно», «Гамлет», «Доктор Айболит», «Дуэль Королевы», «Школа любви», «Танцы с учителем», «Одноклассники», «Вечно живые», «Госпожа министерша», «Царь Федор Иоаннович», «Ма-Мурэ» тата ытти спектакль Михаил Викторов тÿрреммĕнех хутшăннипе куракан умне тухнă. Вĕсем паян та театр репертуарĕнчен кайма пĕлмеççĕ. Асăннă театра çÿрекенсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул тултарнине халалласа 66 артист вылянă, композици енчен кăткăс спектакле питех те ăшшăн йышăннăччĕ. Мускав çыннисем Раççей çарĕн тĕп академи театрĕн сцени çинче СССР халăх артисчĕн, тăван культурăн шур сухалĕн Владимир Зельдинăн 100 çулхи юбилейĕ ячĕпе йĕркеленĕ пысăк мероприятие халĕ те асĕнчен кăлармаççĕ.

Михаил Викторов театрăн общество пурнăçне те хастар хутшăнать, федераци ведомствисем, правительство, РФ Оборона министерстви йĕркелекен мероприятисене, патшалăх тата общество деятелĕсен юбилейлă концерчĕсене ирттерме сумлă тÿпе хывать.

Чыслă ĕçшĕн ентеше РФ Оборона министерствин «Ĕçри хастарлăхшăн», «Çарти туслăха çирĕплетнĕшĕн» медальсемпе, Хисеп хучĕпе чысланă. Халĕ вара вĕсем çумне «РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят хушăнчĕ.

 

Георгий Борзин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика