АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр комбиначĕ — чи лайăх предприяти

03 июня 2021 г.

Çăкăр комбиначĕ — чи лайăх предприяти

Юлашки çулсенче Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕ пур енлĕн аталанса пырать. Иртнĕ çул кунта 35580 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ку малтанхи çулхинчен 7729 пин тенкĕ нумайрах. Пĕлтĕр предприяти халăх патне 426 тонна çăкăр тата çăкăр-булка, 94,7 тонна кондитер изделийĕ çитернĕ.

Халĕ предприяти продукцине чылай çĕрте пĕлеççĕ. 2019 çулта Пĕтĕм Раççейри Х «Раççейри чи лайăх çăкăр — 2019» конкурсра «Витязь» çăкăр I степеньлĕ Диплом тата Пĕчĕк Кубок, çавăн пекех Центросоюзăн тупăшăвĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕччĕ. Иртнĕ çул «Чăваш Енри пахалăх марки» республикăри конкурсра «Витязь» çăкăр лауреат Дипломне тивĕçнĕ. «Чăвашпотребсоюзăн çăкăр пĕçерекен лидерĕ» çулленхи тупăшура иртнĕ çул çăкăр комбинатне I степеньлĕ Диплом панă.

Иртнĕ кунсенче тата тепĕр ырă хыпар çитрĕ. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи тата инвестици хастарлăхĕнчи пысăк кăтартусемшĕн «Чăваш Енри чи лайăх предприниматель — 2020» республикăри конкурсăн «2020 çулхи чи лайăх пĕчĕк предприяти» номинацийĕнче Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕ /кунта паян 39 çын тăрăшать/ çĕнтернĕ. Ăна Дипломпа чысланă.

 

Юрий БОРИСОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика