АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултранпа кĕрешме тытăннă

03 июня 2021 г.

«Чăваш Республикинче Сосновский пултранĕпе кĕрешесси» программăна ĕçе кĕртес ыйтăва çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ирттернĕ канашлура сÿтсе явнă. Программăн тĕллевĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ çулхи утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Етĕрне районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă чухне çĕкленĕччĕ.

 

Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, пултран республикăри чылай районта анлă сарăлнă. Усал çак çум курăк 300 гектара яхăн çĕре пусса илнĕ. Уйрăмах Етĕрне /77,8 гектар/, Йĕпреç /69/, Куславкка /44,8/ районĕсенче пултран ярса илнĕ лаптăксем пысăк.

ЧР Ял хуçалăх министерстви «Чăваш Ен территорийĕнче Сосновский пултранĕпе кĕрешесси» программа туса хатĕрленĕ. Ăна пурнăçа кĕртме 2021 çулта республика бюджетĕнче 8,9 млн тенкĕ пăхса хăварнă, 2022 тата 2023 çулсем

валли 6,7-шер млн тенкĕ уйăрнă. Укçа-тенке районсене ярса панă. Халĕ вырăнсенче вăхăта вăраха тăсмасăр ятарлă бригадăсем йĕркелемелле, вĕсене кирлĕ оборудованипе, хÿтĕлев тумĕсемпе тата химикатсемпе тивĕçтермелле, ĕçе тытăнмалла», — палăртнă министр.

Пултранпа кĕрешме механика, хими тата агротехника мелĕсемпе туллин усă курмалла. Пултрана пĕтермелли хими меслечĕ — кислотан глифосачĕн /Раундап Торнадо, Ураган, Пилараунд тата ыт. те/ никĕсĕ çинче хатĕрленĕ гербицидсемпе туллин усă курни. Гербицид ÿсен-тăранăн çулçине, унтан тымарне лекет, ăна пĕтĕмпех пĕтерет. Çавăнпа та çак ĕç-хĕле ÿсен-тăран çитĕнме тытăннă чухне пурнăçламалла.

Механика меслечĕ: ÿсен-тăранăн тымарне кăкласа хăртмалла, çулмалла тата пухса кĕртмелле.

Агротехника меслечĕ: çĕре сухаламалла, ун хыççăн нумай çул ÿсекен курăк акмалла.

Пултрана пĕтермелли меслете палăртнă чухне вăл ăçта тата мĕнле условисенче çитĕннине, Россельхозцентр специалисчĕсем панă сĕнÿсене шута илмелле.

Сосновский пултăранĕ Трак енри хăш-пĕр ял тăрăхĕнче те кашласа ÿсет-ха. Иртнĕ çул Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнче ятарлă бригада йĕркеленĕ. Вĕсем Мăн Шетмĕ юхан шывĕ тăрăхĕнчи лаптăкра ÿсекен пултрана çулнă, тымарне кăкланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика