АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăçлăн паллă турĕç

03 июня 2021 г.

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун. Ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче паллă тума тытăннă.

Çак куна уявлама Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен федерацийĕн 1949 çулхи чÿк уйăхĕнчи ятарлă сессийĕнче йышăннă. Пĕрлешнĕ нацисен организацийĕ /ООН/ ку сĕнĕве ырланă, вăл хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕнче ачасен прависене хÿтĕлессине, вĕсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн тăрăшассине тĕп ĕçсенчен пĕри тесе палăртнă.

1959 çулта ООН Ачасен прависен декларацине йышăннă, 1989 çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Ачасен прависем çинчен калакан конвенци кун çути курнă. Документа 61 патшалăх алă пуснă.

Кашни çĕршыврах халăхăн 20-25 проценчĕ — ачасем. Çулленех çак кун вĕсене валли тĕрлĕ мероприяти иртеççĕ.

Пĕтĕм тĕнчери ачасене сыхламалли кун районти культура çуртне райцентрти садиксене çÿрекенсем пухăннă. Культура тытăмĕнче ĕçлекенсем вĕсене «Как божья Коровка и Пчелка лето искали» юмах кăтартнă. Кĕçĕн çултисем «Передай Сердечко», «Найти цель», «Веди себя хорошо» вăйăсем вылянă, «Повтори за мной», «Пой вместе с нами», «Дружный хоровод» ташăсем ташланă. Вĕсене уяв ячĕпе пылак çимĕçсемпе хăналанă.

Пĕчĕккисене уяв ячĕпе район администарцийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов тата район прокурорĕ Антон Бабаев саламланă, тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем парнеленĕ.

 

Сергей САМСОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика