АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр ят çĕр сумпа пĕрех…

03 июня 2021 г.

Ялти вулавăшра ĕçленĕ Зинаида Даниловăн «Пайсупин ялĕн историйĕ» альбомĕсене уçса пăхатăп та тăван кĕтесĕн пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне куç умне кăларатăп…

«Ял хуçалăхĕ, стрительство» сыпăкра ял пурнăçĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 30-70-мĕш çулĕсенче çĕнелсе улшăннине çырса кăтартнă. Строитель, платник ĕçĕ вун-вун професси хушшинче паян та хисепре. Çак пархатарлă йышра чи малтан Григорий Игнатьева /1932/ аса илни питех те вырăнлă. Григорий Игнатьевич строительсен бригадин «тилхепине» çирĕп тытнă. Вăл çине тăнипе сурăх фермин çурчĕсене çĕклеме тата 1969 çулта ялти клубăн никĕсне хывма РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕпе Николай Скворцовпа пĕрле проект хатĕрленине манаймастăп. Ялти строительсем Пайсупинти мăйракаллă шултра выльăх фермине блокран тата кирпĕчрен купалассине те тÿпе хывнă.

Шел, самана тăруках улшăнчĕ. Ура çинче çирĕп тăнă Ленин ячĕллĕ хуçалăх арканчĕ. Молотов ячĕллĕ, «Красноармеец» колхозсенчен чăмăртаннă «Байсубино» хуçалăх та историре тăрса юлчĕ. Сăмах май, «Байсубино» колхоза иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче çирĕп тытса пынă Николай Алексеева /1927/ ял-йыш халĕ те асра упрать.

Ялти хисеплĕ ватă, сакăр теçетке урлă каçнă Григорий Яковлев ун пирки çапларах аса илет: «Вăл Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухрĕ. Зоотехник е ветеринар тухтăрĕ пулнă-ши? Икĕ профессипе те алли çыпăçнă çав унăн. Фермăсен заведующийĕнче ĕçлетчĕ. Хăйĕн ĕç-хĕлне пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек пĕлетчĕ. Астăватăп-ха, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче, Николай Алексеевич колхоз председателĕнче ĕçленĕ чух, ялта пилорама та вырнаçтарчĕç. Хусантан сутăн илчĕç. Çак ырă ĕçе пуçараканĕ Алексей Никитин пулнă. Леонид Ефимовпа, водитель пулнă вăл, турттарса килнĕ. Пилорамăра чи асли Роман Новиковчĕ. Каярахпа Иван Архипов ертÿçĕре вăй хучĕ. Эпĕ, Гриша Федотов, Валерьян Владимиров, Петр Петров хăма çурнă çĕрте ĕçленĕ. Пирĕн пилорамăна Явăш, Кипек тата Енĕш тăрăхĕсенчен те хăма çуртарма килнĕ».

Григорий Яковлев ăста платниксен йышĕнче Павел Ефимова, Илья Софронова, Кирилл Петрова, Иван Григорьева, Макар Григорьева, Иван Фомина, Петр Тимофеева, Анатолий Данилова, Валерьян Никитина, Валерий Сергеева ырăпа аса илчĕ.

Иртнĕ çул сакăр теçетке тултарнă Валентина Васильева тата çапла аса илчĕ: «Владимир Димитриев механизатора пĕлетĕр-и? Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр утса тухнă вăл. Берлина çитнĕ… Эх, еплерех ĕçлес шухăш-кăмăлпа пурăнатчĕ. Валерьян Уваров /1936/ механизатор-комбайнер тата «Хисеп Палли» орден кавалерĕ пулса тăчĕ. Пирĕн Ленин ячĕллĕ урамри Михаил Яковлев, Яков Данилов, Геннадий Васильев, Мефодий Сергеев, Леонид Архипов трактористсем — уй-хир тусĕсем тата чăн-чăн çĕр хуçисем. Эпĕ хам профессипе — зоотехник. Кун-çулăма вара почта тытăмĕпе çыхăнтартăм».

Сăмахăма Яковлевсен йăх-несĕлĕ тавра сыпăнтартăм пулсан, кăçал сакăр теçетке тултаракан Петр Яковлев пирки те каласа хăварам. 2001 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче газ валеçекен пункт никĕсне чавма тытăннă. Яла «сенкер çулăм» çитерес тĕлĕшпе ĕçленĕ Валериан Кирилловпа ял старости Петр Яковлев та яваплăха туйнă. Ĕçсене Таисия Терентьева бригадирпа вунă çын пурнăçланă. «Газ валеçекен пункт будкине «Красноармейская» пĕрлĕх рабочийĕсем купаларĕç. Шупашкарти строительсем Упине çитиччен газ пăрăхĕсене туртрĕç. Мăн Çавал юхан шывĕн айĕпе пăрăхсене хывма та çăмăлах пулмарĕ. Мĕн чухлĕ документ çырмалла, алă пустармалла тата… — аса илчĕ Петр Яковлев ветеран. — 2004 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче — Никон Даниловăн, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче манăн киле, Елена Уваровăн, Леонид Архиповăн тата Юрий Фадеевăн хуçалăхĕсене газ çитрĕ. Епле ырлăх!»

 

Георгий ЕФИМОВ-ТУСЛИ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика