АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ялтан илемлĕреххи пур-ши?

03 июня 2021 г.

Тăван ялтан илемлĕреххи пур-ши?

Вăхăтăн хăйĕн чуппи иккен. Сисмерĕмĕр те, ХХI ĕмĕрĕн 21-мĕш çулĕпе утатпăр. Утатпăр мар, чупатпăр пек туйăнать мана.

Иртнĕ 2020 çул чăннипех паллă пулăмсемпе асра юлчĕ. Эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа — 75, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă турăмăр. Питех те шел, кăшăл коронавирусĕн эпидемийĕ анлăн сарăлнă май вĕсене халăхпа пĕрле шавлăн уявлаймарăмăр.

Хаяр вăрçă пирĕн çемьерен те пăрăнса иртмен. Атте Гурий Кузьмич Кузьмин алла пăшал тытса çав вут-çулăм витĕр тухнă. Акă вăл çырса пынă кун кĕнекинчи йĕркесем: «1940-1941 çулсенче «Новое хозяйство» колхозра бригадир пулса ĕçлерĕм. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче мана Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайрĕç. Фронтра 4 çул çапăçрăм. «Вăрçăри паттăрлăхшăн», «Кенигсберга илнĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн», ытти медальсене тивĕçрĕм. 1945 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче киле таврăнтăм.

Литвара, Польшăра, Германире пулма лекрĕ. Нумай куртăмăр. Чылай тÿсрĕмĕр. Пурне те çырма, аса илме çăмăлах мар, çапах та сывă юлтăм.

Нумай-нумай юлташ выртса юлчĕ вăрçă хирĕнче. Тăван ялăмран — пысăках мар Çĕнĕ Выççăлккăран 21 çын фронтран таврăнаймарĕ. Вăрçă вăл асапсăр, хуйхăсăр, вилĕмсĕр пулмасть. Урăх нихăçан та ан пултăр вăл пирĕн çĕр çинче. Ачасем савăнса ÿсчĕр, мăнуксем те таса сывлăшпа сывлаччăр, çутă хĕвел айĕнче тулли пурнăçпа киленччĕр».

Киле вăрçăран таврăнсан ĕнерхи салтак Çавалçырмари Васса Степановнăпа çемье тĕвĕленĕ. Вĕсем мана, Верăна, Гальăна, Володьăна тата Сашăна кун-çул парнеленĕ.

Хаклă çыннăм, 1919 çулхи авăн уйăхĕнче кун çути курнăскер, вăрçăччен учителе вĕренме шутланă. Çĕрпÿри педтехникума кĕнĕ. Икĕ çул аван паллăсемпе вĕреннĕ. 3-мĕш курсра йывăр чирлесе ÿкнĕ, чылай вăхăт сипленнĕ. Гурий Кузьмич. Шел, вĕренĕве хăварма тивнĕ. Çапах та ăна 1938 çулта Кушар Упи пуçламăш шкулне вĕрентме янă, тепĕр çул Çĕньял Упинчи шкул заведующине çирĕплетнĕ.

Мирлĕ пурнăçа таврăнсан Гурий Кузьмин кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. 20 çул ытла «Герой» колхозăн Çавалçырма сĕт-çу фермин заведующийĕнче тăрăшнă. Ĕне фермипе юнашар сысна ферми те пулнă. Çапла, пысăк коллектива ертсе пынă вăл. Чыслă ĕçшĕн ăна Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă…

Кăçал та пысăк да тăсемпе пуян çулталăк. Ака уйăхĕнче пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 60 çул çитрĕ. 1970 çулччен «Байконур» космодром вăрттăнлăхра шутланнă. 1965-1968 çулсенче мана унта — шăп малтанхи космонавтсем тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнă вырăнта — çар службинче пулма тиврĕ. Салтак тивĕçне пурнăçлакан чăваш ачисем сахал марччĕ. Хăшĕ-пĕринпе паян кун та çыхăну çухатман. Кăçалхи ака уйăхĕнче çак паллă кун ячĕпе Байконурта йĕркеленĕ Раççей артисчĕсен пысăк концертне «сенкер экранпа» мĕн вĕçне çитичченех пăхса лартăм, хам çур ĕмĕр каялла Казахстан çĕрĕ çинче ирттернĕ служба кунĕсене куç умне кăлартăм.

2021 — Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ. Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева тав тумалла. Вăл тимленипе, çине тăнипе вăрттăнлăхра пулнă çак пулăм халăх умне тухрĕ. Тăвай районĕнчи Пуянкасси патĕнче манăн ентешсем те тар тăкнă, Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă. Çав чикĕсен строительстви шăпах сакăр теçетке çул каялла пуçланнă-çке. Тулли мар виçĕ уйăхра — 1941 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнчен тытăнса 1942 çулхи кăрлачăн виççĕмĕш вунă кунлăхĕнче — умри тĕллеве пурнăçланă. Канаш-Шупашкар чукун çул тăршшĕ 100 çухрăм ытла пулсан, вăл вăхăтри ĕç паттăрĕсем 380 километр тăршшĕ шăн çĕре кисретсе хÿтĕлев чикки чавма пултарнă. Чăн-чăн паттăрлăх мар-и ку?

Кун-çулăн пысăк пайне шурă Шупашкарта ĕçлесе ирттертĕм. Тăван хулана «Ĕç паттăрлăхĕн хули» хисеплĕ ят панăшăн чунтан савăнтăм. Çĕнтерĕве вут-çулăм алхаснă çапăçу хирĕнче кăна мар, вĕсенчен пин-пин çухрăмра е фронтпа юнашарах вырнаçнă тылра та çывхартма пулăшнă. Çав шутра юратнă Шупашкар та. Хаяр вăрçă çулĕсенче тĕп хулапа республикăна 10 ытла завод куçарса килнĕ-çке. Вĕсем кĕске вăхăтрах фронт валли продукци кăларма тытăннă.

Пенсие тухнă хыççăн çуралнă яла — Çĕнĕ Выççăлккăна — таврăнтăм. Хăтлă çурт, хуралтă çĕклесе лартрăм. Пахчара вун-вун тĕслĕ пахча çимĕç, улма-çырла ÿсет. Теплицăра çулленех икĕ ывăçран та пысăк помидорсем çитĕнеççĕ. Час-часах тулли кутамккапа тĕп хулана ачасемпе мăнуксем патне çула тухатăп. Кăçалхи юпа уйăхĕнче 75 çул тултаратăп. Çут çанталăка юрататăп эпĕ. Авă, темиçе çул каялла хамăн пахчара пысăках мар пĕве чаврăм. Унта мĕн тĕрлĕ пулă çук-ши? Çур сехетрех пулă шÿрпилĕх кăртăшпа карас тытса кĕретĕп.

Пулса курнă-и эсир пирĕн тăрăхра? Çук пулсан, хăнана чĕнетĕп.

 

Геннадий Гурьев

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика