АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕлен-калта вăхăчĕ пуçланать

03 июня 2021 г.

«Çĕлене курни хăрушă мар, ăна вăхăтра асăрхаманни инкеклĕ пулма пултарать», — теççĕ ветеринарсем.

 

Паян хăшĕ-пĕри çĕлене килте те тытать. Эпир вара ăна-кăна пĕлменрен вăрмана кĕричченех хăратпăр. Шурлăхпа торф вырăнĕсенче çÿреме тăхтаса тăрасчĕ. Çĕлен тавралăхĕ вăл. Дача участокĕсенче те асăрханса çÿресчĕ. Унта çÿп-çап, ăпăр-тапăр, шăтăк-путăк туллиех. Çĕленсем шăрăхра вĕсен айĕнче пухăнма юратаççĕ. Нÿхреп-путвала, компост, стройматериал куписене килĕштереççĕ.

Хура çĕлен /гадюка/ нихăçан та хăй малтан тапăнмасть. Ун çине пуссан, ларсан, алăпа тĕкĕнсен çеç сăхать. Апла пулсан вăрманта лăпкă пулмалла. Хурăн пуçлă çĕлене те /уж/ пăлхатмалла мар.

Çĕлене курсан мĕн тумалла-ха? Хăвăн çулупа лăпкăн утмалла. Вăрман — пирĕн тус. Апла пулин те кунта яланах асăрхануллă пулмалла. Эпир чĕрчунсен тĕнчинче çÿретпĕр. Кунта вара «хăна» сăмаха пĕлмеççĕ. Этем вĕсемшĕн «тăшман» пек туйăнать. Çĕленĕн хĕç-пăшал пур, вăл – унăн наркăмăш, икĕ вăрăм шăлĕ тăрăх юхса тухса çын ÿтне туххăмрах куçаканскер. Вăл шыçтарать, сывлайми тăвать, нервсене туртса лартать, тепĕр чухне вара пурнăçран та уйăрать. Çавăнпа яланах сыхлăх кирлĕ.

 

Валентина РУДНИКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика