АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытарайми анне сăнарĕ

03 июня 2021 г.

Канмалли кунсенче Трак енри Супарта пурăнакан анне патне васкаттăм. Вăл мана ялан тарават кĕтсе илетчĕ.

Анне Елена Никифорова пĕчченех пурăнатчĕ. Вăй çитнĕ таран ĕçлеме тăрăшатчĕ. Кил-çуртне яланах тирпейлĕ тытнă. «Атте Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пуç хунă. Анне пире пĕчченех çитĕнтерчĕ. Манăн шкула питĕ каяс, вулама-çырма вĕренес килетчĕ. Анчах урана тăхăнма çăпата кăна мар, йĕркеллĕ тумтир те пулманран анне шкула ямарĕ. Хутла вĕренейменшĕн паянхи кун та пăшăрханатăп. Хама тĕттĕм çын пек туятăп. Радио-телевизор урлă çĕнĕ хыпарсем пĕлетĕп», — аса илетчĕ вăл иртнине.

Елена Никифоровна ĕмĕрĕпех «Гигант» колхозра ĕçленĕ. Мĕн кăна тÿсмен-ши вăл? Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи асаплă пурнăçа час-часах куçĕ умне кăларатчĕ. «Выçăллă-тутăллă пулсан та вутă турттарнă. Çынсем пĕрер çавра çăкăр чиксе пыратчĕç. Выçă пулнăран, тумтир япăхран тата та сивĕрехчĕ. Çаплипех суха тунă, сÿреленĕ, тырă акнă. Çинĕ-çимен пурăннипе вăй пĕтсе килнĕрен тăн çухатса суха ани хушшине тÿнсе кайни те пулнă. Тăна кĕрсен суха пуçне тытнă та малалла ĕçленĕ. Çарти лашасене çитерме Канаша утă турттарнă, Вăрнара, Çĕрпĕве тырă леçме кайнă. Пысăк, йывăр михĕсене çĕкленине мĕнле манăн? Вăл вăхăтра мĕн пур ача тырă вырнă, авăн çапнă. Вăрçă çулĕсенче ачасем те нушаллă ÿсрĕç, — каласа паратчĕ вăл. — Пилĕк çул ГЭС тунă çĕрте ĕçленĕ эпĕ».

Пулни-иртнине аса илнĕ май унăн куççуль шăпăртатса юхатчĕ. Чăн та, нушаллă пурнăç кама савăнтартăр?

Анне пĕччен пурăнсан та сурăхсем усратчĕ. Çулла вара пулă тытма çÿренĕ. «Пулăра эпĕ канатăп. Шыв хĕрринче хама уйрăмах лайăх туятăп. Пулă шÿрпине е çатмара ăшаланине килĕштеретĕп», — тетчĕ вăл.

Атте Тимофей Ананьевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Унсăр пуçне тата виçĕ Ананьев — Аверкий, Иван, Ермолай — фронтран таврăнайман. Çемьери пĕртен-пĕр ывăлĕ Григорий те фашитсемпе çапăçса вилнĕ. Ылханлă вăрçă çемьене самантрах тăлăха хăварнă.

Анне пире, тăватă ачине, пĕчченех çитĕнтерчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче тăрăшса ĕçленĕшĕн, Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 30 тата 50 çул çитнĕ ятпа медальсем парса чысланă ăна. Çывăх çыннăм наградăсене шурă тутăрпа чĕркесе упратчĕ. Хисеп грамотисемпе тав хучĕсене те тирпейлĕ тытатчĕ.

Анне 96 çул тултарсан пурнăçран уйрăлчĕ. Хăй ĕмĕрĕнче сахал мар нуша курнине пăхмасăр кун-çулĕ вăрăм пулчĕ унăн. Вăл пире, ачисене, вăй парса тăратчĕ.

Эпир, «вăрçă ачисем», тертне-асапне самай курнă, йывăр ĕçлесе ÿснĕ. Пире те хисеплессе, пулăшу тата çăмăллăхсем парасса шанатпăр.

 

Галина ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика