АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лагерь ачасене хапăл тăвать

03 июня 2021 г.

Ăшă çу кунĕсем çитрĕç. Кунпа пĕрлех шкулсенче вĕренекенсем çуллахи каникула кайрĕç. Трак енре те çу кунĕсенче шкул çумĕнче йĕркелекен лагерьсенче ачасен сывлăхне çирĕплетмелли тапхăр вăй илчĕ.

Трак енри шкул çумĕнчи 6 лагерь хăйĕн алăкĕсене яриех уçрĕ. Хĕр пĕрчисемпе арçын ачасем унта кăнтăрлахи вăхăтра пулаççĕ. Кăçал 300 ытла вĕренекен каникул кунĕсене усăллă ирттерме палăртать. Кунсăр пуçне 70 ача республикăн хула тулашĕнчи лагерĕсенче сывлăхне çирĕплетĕ.

Упи шкулĕн стадионĕнче Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалласа лагерьсенче канакан ачасен «Савăнăçлă стартсем» фестивалĕ иртнĕ. Унта 9 команда хутшăннă. Ăмăртăва 4-шар арçын ачапа хĕрача хутшăннă. Вĕсем ултă тупăшура вăй виçнĕ. Спорт уявĕнче «Ветерок» /Чатукасси/, «9 рота» /Упи/ тата «Денис Ко» /Трак/ палăрнă.

 

Георгий Борзин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика