АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урамăн ячĕ, çуртăн номерĕ пулмалла

27 мая 2021 г.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн вăхăтĕнче çынран прописка е регистраци тăрăх, вăл пурăнакан вырăнта ыйтса пĕлĕç.

Çыруçă урам ятне, çуртсемпе хваттерсен номерне кăтартнă хутпа çÿрет. Вăл ăна пĕр çурта темиçе килесрен е вуçех сиктерсе хăварасран асăрханма кирлĕ. 2010 çулхи çыравранпа ялсемпе хуласем палăрмаллах ушăннă, çĕнĕ урамсем йĕркеленнĕ, çуртсем хута кайнă. Республикăри кашни районпа хуларах ку тĕлĕшпе информаци улшăнса тăрать. Хальхи вăхăтра çырав ыйтăвĕсемпе ĕçлекен 30 ытла уполномоченнăй çуртсем çине вырнаçтарнă номер паллисене тĕрĕслеççĕ. Вĕсем 3,2 пин çурта пăхса тухнă ĕнтĕ. Ку ĕç малалла пырать. Çапла майпа пысăк пĕлтерĕшлĕ картографи материалĕ хатĕрлеççĕ. Вăл çыруçăшăн çул кăтартакан хăйне майлă хатĕр пулĕ. Палăртса хăвармалла, кашни çурт, под±езд, хваттер алăкĕ çинче номер вырнаçтармалла.

Адрес хуçалăхĕнчи лару-тăруран информаци тулли пуласси нумай килет. Кунсăр пуçне йĕрке халăха та кирлĕ. Çуртсем çинче номерсем пулсан çăлав службисене те вырăна хăвăртрах çитме, почтальонсене çыру-посылкăна çынсем патне вăхăтлă çитерме меллĕрех пулĕ.

Кăçалхи çыравăн хăйне евĕрлĕхĕ цифра технологийĕсемпе анлă усă курни шутланать. Çĕршывра пурăнакан кашни çын Патшалăх пулăшу ĕçĕсен порталĕнче хăй тĕллĕн çырава хутшăнма, çемйи пирки те, хăйĕн çинчен те пĕлтерме пултарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика