АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял кун-çулĕ

03 июня 2021 г.

/Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 29-30, 31-32-мĕш номерсенче/

 

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть… Урапа кустăрми евĕрех малалла шăлтăр! шăлтăр! куçать. Унăн кашни çаврăмĕ кун-çул каçалăкĕпе çыхăннă.

— Ырă ят çĕр сумпа пĕрех… Вăл çĕр çинче выртмасть… Унăн хакĕ, чапĕ пĕтĕмпех çынпа çыхăннă. Манас марччĕ çакна, — тетчĕ апай час-часах. — Ялти ятлă-сумлă çынсенчен тĕслĕх илесчĕ.

Чăнах та, аслисем пирĕншĕн яланах тĕслĕх пулнă… Çав ентешсене паян та аса илетĕп. Çын Çĕр çине хăнана кăна килет теççĕ. Апла пулин те пурнăçĕнче мĕнпе те пулин палăрса ырă йĕр хăварать. Ку вăл унăн профессийĕпе е Турă панă пултарулăхĕпе çыхăннă. Мамçа ялĕнче пурăнакансенчен акă чылайăшĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Сăмахран, дипломлисем Шашковсен, Ильинсен, Антоновсен, Савельевсен, Даниловсен, Архиповсен, Алексеевсен, Сергеевсен, Васильевсен, Уваровсен, Яковлевсен çемйисенче йышлă.

Турхан Упипе Пайсупин ялĕнче те вăтам шкул хыççăн малалла вĕренес шухăш-кăмăллисем нумайăн пулнă. Яла аталантарас тата çамрăк ăрăва ăс-тăн парса малашлăх çулне уçас çĕрте Турхан Упире çуралнă Николай Гаврилович Скворцовăн /03.08.1919 — 25.01.1971/ тÿпи çав тери пысăк. Вăл РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ /1965/. Çемьери тăватă ывăлтан асли пулнă: Михаил /1922-1943/, Алексей /1925/ тата Серафим.

Николай Гаврилович кун-çулне партипе комсомол, совет ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарнă. Сăмах май, ентешĕм Канашри Н. Добролюбов ячĕллĕ педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Хамăр тăрăхри Анат Кушарти пуçламăш шкулта ĕçленĕ. 1950-1970 çулсенче Пайсупинти пуçламăш шкул вĕрентекенĕ тата заведующийĕ пулнă. Николай Гавриловичăн шкул ачисемпе сад-пахча та лартнă, кролик та çитĕнтернĕ. 1965 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче ачасем çĕнĕ шкулта парта хушшине ларнă. Кирпĕчрен хăпартнă çуртра 77 ача вĕреннĕ.

Николай Скворцовăн мăшăрĕ Пелагея Ивановна /1919/ Чаканартан тухнă, мăшăрĕпе ултă ывăл та икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Вĕрентекенсем йышĕнче çавăн пекех И. Уваров, Р. Данилова, З. Михайлова /Илларионова/, М. Шашков, И. Алексеев, И. Яковлев, Н. Михайлов, Р. Алексеева, Л. Алексеева, В. Фролов, Р. Федорова, Г. Федоров, Н. Данилова, Е. Зиновьева, М. Зиновьева, Т. Зиновьева, В. Уварова, В. Уваров, З. Кириллова, П. Бурзаева, И. Степанов, Т. Степанова /Фадеева/, В. Сергеев, Л. Васильева, В. Григорьева, А. Игнатьева, Л. Данилова, Р. Данилова, П. Егорова пулнă.

Хамăрăн Колхоз урамĕнче, сăмахран, пĕр тăвансенчен Иван Степанов /1907/ тата Татьяна Фадеева /1918/, Любовь Григорьева /1932/, Владимир Фролов /1962/ вĕрентекенсем хăйсен профессийĕнче ырă йĕр хывнă. Михаил Савельевпа /1887/ Агния Семенова /1892/ кил-йышĕнче Антон /1915/, Зоя /1931/ вĕрентекенсем тухнă. Сăмах май, Зоя Михайловна И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ илнĕ, Янкас шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ /1979/ халь ывăлĕ патĕнче Карайра пурăнать.

Роза Петровна Федорова /6.05.1938/ вĕрентекен те «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята тивĕçнĕ. Тăван тăрăхри вĕрентекенсен йышĕнче Турхан Упи /халь Пайсупин/ 1945 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче çуралнă Роза Александровна Алексеева çав тери хастар тата пултаруллă. Хăйĕн кун-çулне акă мĕнле аса илет вăл.

— Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан Упири вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. 1963-1967 çулсенче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Вăрнар районĕнчи Уйкас Юнтапари вăтам шкулта ĕçлеме пуçланă. Кунта 2004 çулччен /37 çул/ тăрăшрăм. Эпĕ пĕлÿ панă ачасен йышĕнче вĕрентекенсем, тухтăрсем, инженерсем тата ытти профессие алла илнĕ çамрăксем пур. Пархатарлă ĕçшĕн çĕршывăн тĕрлĕ наградине те тивĕçнĕ эпĕ.

Пайсупин ялĕнчи пуçламăш шкулăн историйĕ кашни çыннах кăсăклантарать.

Владимир Константинов тавра пĕлÿçĕ «Был веку нужен и Иван Шашков» /2019/ кĕнекере ялти пуçламăш шкул 1921 çулта уçăлнине çирĕплетет. Çавăн пекех вулавăш ĕçченĕ пулнă Зинаида Данилова «Пайсупин ялĕн историйĕ» /1997/ кĕнекери «Вĕренÿ. Çырулăх» сыпăкра çапларах çырать: «Ялта вĕрентÿ ĕçне 1921 çулта пуçарса янă. Ефим Шашковăн ывăлĕ Матвей, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пĕлÿ пухнăскер, хăйсен килĕнче шкул уçнă. Каярах вара Акăни ятлă хĕрачи çуртĕнче ĕçленĕ вăл. Шкулта 24 ача пĕлÿ пухнă. Ытти çулсенче шкул çурчĕсем Данил Федоров /халь Яков Данилов çемйи пурăнать/, Яков Бурзаев хуçалăхĕ вырăнĕнче вырнаçнă. Вĕсен çурчĕсене, пуянрах çынсем тесе, туртса илнĕ пулнă. 1930 çулта Матвей Шашков çемйипех Пермь облаçĕнчи Больше-Устински районне куçса кайнă. 1941 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă».

Ялти шкул пирки РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Николай Скворцов та райхаçатра темиçе статья кăларчĕ. 1933 çулта Кĕрекеç ялĕнчи шыв арманĕн хуçин çуртне шкул валли куçарса килнĕ. Малтанлăха пĕр класс уçнă. Каярахпа — иккĕмĕшпе виççĕмĕшне. Пĕтĕмпе тăватă класс пулнă. Шкул ĕçĕнче Вăрнар районĕнчи Енĕшри Иван Ефимов чылай палăрнă. Çакăнтах иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенче Порфирий Егоров хăйĕн мăшăрĕпе Антонина Осиповăпа ĕçленĕ. Тĕрлĕ çулсенче пуçламăш шкул историйĕ Иван Степанов, Пелагея Бурзаева, Татьяна Степанова /Фадеева/, Иван Васильев, Иван Кириллов /Чуракасси тăрăхĕ/, Михаил Петров, Ольга Ефимовăпа Яков Архипов /упăшкипе арăмĕ/, Таисия Николаева, Роза Данилова, Любовь Григорьева, В. Терентьева, З. Никитина, Петухов вĕрентекенсемпе çыхăннă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче Николай Скворцов тăрăшнипе кирпĕчрен çĕнĕ шкул çуртне купаланă. 1952 çулта сад-пахчара хурлăхан, улмуççи ÿстерме пуçланă. 1957 çулта ăна пысăклатнă: 120 улмуççи, 500 яхăн чие, 400 хурлăхан, 20 слива, 480 тĕм хăмла çырли лартнă. Шкул çумĕнчи хуçалăхра 33 пуç кролик тытнă.

 

Георгий ЕФИМОВ-ТУСЛИ.

Пайсупин ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика