АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Компьютера пĕлетĕн-и?

27 мая 2021 г.

Компьютера пĕлетĕн-и?

Районти тĕп вулавăшра аслă ăру çыннисен хушшинче компьютер пĕлÿлĕхĕпе ХI олимпиада иртрĕ. Ăна Пĕтĕм Раççейри Пенсионерсен союзĕн Чăваш регион уйрăмĕн правленийĕ тăрăшнипе йĕркелеççĕ.

Олимпиадăна уçнă май ватăсене общество организацийĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Альбина Дмитриева саламланă. Конкурса хутшăнакансем интернетра вăл е ку информацие шыраса тупма тата Microsoft Office, Exel Rower, Point программăсемпе ĕçлеме пĕлнине кăтартнă. Жюри /тĕп вулавăшăн редакторĕ А. Алексеева/ тупăшăва хутшăннисен информаци тупас хăвăртлăхне, программăсемпе ĕçлес ăсталăхне тата ыттине те хак панă. Тупăшура пысăк кăтартусемпе Эльза Васильева /Алманч ял тăрăхĕ/ палăрнă, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Полина Николаевăпа /Мăн Шетмĕ/ Флора Петрова /Красноармейски/. Олимпиадăна хутшăннисене парнесемпе чысланă.

 

Сергей ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика