АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вакцинаци кăтартăвĕсем лайăхах мар…

20 мая 2021 г.

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев кăмăлсăрринчен пуçларĕ — коронавирусран сыхланмалли вакцинаци кăтартăвĕсем япăх…

«Инфекципе çыхăннă çивĕчлĕх ниçта та кайса кĕмен, — терĕ Олег Николаев. — Тăнăç лару-тăру пулин те вăхăтран кăна килекен ыйту пур — вирусăн Инди тата Африка штамĕсем пирĕн пата çитесси. Вĕсем вара 5-6 хут хăвăртрах сарăлаççĕ, çав штамсемпе кĕрешесси чылай кăткăсрах…»

Паянхи лару-тăрура сыхлăхăн шанчăклă пĕртен-пĕр мери — вакцинаци. Анчах шăпах ку енĕпе ĕçлесе çитерейменни палăрать. Уншăн Олег Алексеевич вырăнсенчи администрацисен пуçлăхĕсене, должноçри çынсене пайăррăн тиркерĕ — халăха прививка тума сĕнес-хистес енĕпе вĕсен енчен хастарлăх палăрмасть. Сăмах май, регион ертÿçи хăй кану кунĕсенче вакцинăн иккĕмĕш компоненчĕпе укол тутарнă. «Хама лайăх туятăп. Пĕрремĕш компонентпа укол тунине те йĕркеллĕ тÿссе ирттернĕччĕ, ку хутĕнче те çаплах», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Унăн пăшăрханăвĕ сăлтавсăр пулманнине сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Тунтикун тĕлне республика 113 пин прививка тумалăх вакцина илнĕ. Пĕрремĕш компонетпа хальлĕхе 92 пин çын укол тутарнă — планпа пăхнин 15 проценчĕ чухлĕ. Раççей шайĕнчи вăтам кăтарту — 19 процент. Иккĕмĕш компонентпа укол тутарнисен йышĕ регионта хальлĕхе 11,5 процентпа танлашать. Вирусăн хăрушăрах Британи штамне Чăваш Енре тупнă ĕнтĕ, министр шучĕпе, халăх миграцине кура Инди тата Кăнтăр Африка штамĕсем те региона çитеççех. Вĕсен хăрушлăхĕ чылай пысăкрах: çын инфекцие тÿссе ирттересси те йывăртарах, чир вилĕм патне илсе çитернĕ тĕслĕх те нумайрах…

Вакцинаци чиртен сыхланмалли шанчăклă мел пулнине кура министр вырăнсенчи влаçсене хастартарах позици йышăнма чĕнсе каларĕ. Ку ĕç-пуç пĕлтĕрхи пек çăмăл мар чару мерисем йышăнмалла пуласран сыхланма кирлĕ. Кĕçех ярмарккăсем пуçланаççĕ, халăх йышлă хутшăнакан ытти мероприяти пулать — çак лару-тăрура сыхлăх мерисем пĕлтерĕшлĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.

/«Хыпар»/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика