АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенси калаçтарать…

20 мая 2021 г.

Ĕç кунĕ вĕçленчĕ. Киле кайма тухрăм. Аслă Çĕнтерĕве 30 çул урампа çурхи çанталăкпа киленсе васкамасăр утатăп. Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчен иртсен çул урлă каçнă чухне пĕр велосипедист хăваласа çитрĕ, чарăнчĕ, алă тытрĕ, иртсе кайнă паллă кунпа саламласа сывлăх сунчĕ.

Сăмси çине лартнă хура куçлăхне хывсан тин палласа илтĕм ăна: Александр Ефремов иккен, спортăн виçĕ енлĕ кĕрешĕвĕпе /триатлон/ Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕскер. Сашăпа эпир Упи вăтам шкулĕнче пĕр вăхăтра вĕрентĕмĕр. Пăр çинче шайбăпа хоккейла выляса шкул, район чысне сахал мар хÿтĕленĕ. 70-мĕш çулсен варринче мана кукка Беларуçрен хоккейла выляма ботинкăллă коньки ярса панăччĕ. Виçĕ-тăватă сезонта унпа эпĕ «Ылтăн шайба» ăмăртусенче тупăшса «Пăр çинче шайбăпа хоккейла выляса район шайĕнчи ăмăртусенчи чи лайăх хÿтĕлевçĕ» ята тивĕçнĕчччĕ. Хисеп хучĕ паянчченех килти архивра упранать.

Александр Матвеевич мана:

— Пурнăçунти паллă кун пирки райхаçатри материалсене вуласа пĕлтĕм. Тивĕçлĕ канăва тухрăн-и-ха?

— Мĕн эсĕ? — ыйтупах хуравларăм ăна. — Раççей Федерацийĕн Президенчĕн юлашки çулĕсенчи Указĕпе алла туя тытиччен ватлăх укçине илсе курăп-ха. Хăв вара?

— Пенсие тухас тесе чылай чупрăм. Пĕлетĕн вĕт, эпĕ Шупашкарти строительство техникумне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн районти «Красноармейская» строительство организацийĕнче мастерта тăрăшрăм. Хĕл кунĕсенче ĕçленĕ тапхăрта йывăрлăхне сахал мар курнă. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн çав тапхăрти справкăсене чылай вăхăт пуçтарма, хăш-пĕр ыйтăва суд урлă татса пама та тиврĕ. Çапла майпа пенсие кăшт маларах тухма пултартăм. Ватлăх çулĕсем умĕн эпĕ тулли мар яваплă «Чулхула трансгаз Газпром» пĕрлешĕвĕн филиалĕн-Заволжски ЛПМУГăн строительство пайĕнче те ĕçлерĕм. Халĕ вара патшалăх пенсийĕ çумне мана Газпром хушса тÿлет. Кунсăр пуçне пенсире тесе кĕрĕк арки йăваласа лармастăп, йышлă качака тытатăп, сĕт юр-варне сутатăп. Мăшăр та тивĕçлĕ канура, апла пулин те ĕçлет-ха. Çапла вара эпĕ пенси укçипе те, ватлăхпа та кăмăллă.

Пĕр-пĕрне ырă сунса уйрăлтăмăр. Пĕлĕшĕмпе сыв пулашнă хыççăн пуçра шухăш хыççăн шухăш явăнчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен варри аса килчĕ. Упи ялĕнче пирĕнпе юнашар пĕччен хĕрарăм — Тонькка акка — пурăнатчĕ. Ĕмĕрне хуçалăх правленийĕн техслужащийĕнче ĕçлесе ирттернĕскер ватлăх кунĕсенче чирлетчĕ. Юн пусăмĕ ÿссе кайнипе тăтăшах аптăратчĕ, виççĕмĕш ушкăн инваличĕччĕ вăл. Колхоз правленийĕ пĕчĕк пÿрт лартса панăччĕ ăна, вутă сарайĕсĕр пуçне урăх хуралтă çукчĕ. Йывăр ĕçсене тума манăн анне пулăшатчĕ ăна, хамăр патра мунча кĕртетчĕ, эрнере пĕр икĕ-хут ĕне сĕчĕ каçса паратчĕ. Патшалăх 70 урлă каçнă карчăка уйăхсерен 12 тенкĕ пенси паратчĕ. Пĕр хĕр пурччĕ Тоькка аккан, Шупашкарта ĕçлесе пурăнатчĕ. Анчах ăна Упине килсе çÿренинех курман эпĕ. 1969 çулхи нарăсри шартлама сивĕре ырă кÿршĕ пурнăçран уйрăлчĕ. Ăна юлашки çула ăсатассине анне хăй çине илнĕччĕ.

…Райхаçат редакцийĕнчи тепĕр калаçу асăма килчĕ.

— Кун-çулăма культура ĕçĕнче ирттертĕм, — тенĕччĕ ял хĕрарăмĕ. — Çĕрпÿри культура училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тăван яла килтĕм те мĕн пенсие тухиччен кунта тар тăкрăм. Манăн ĕç кĕнекинче пĕр паллă çеç. Тивĕçлĕ канăва каяс умĕн РФ Пенси фончĕн уйрăмĕнче ватлăх укçине шутлаттартăм: 12 пин тенке яхăн.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен варринче мана Красноармейски ялĕ çывăхĕнче çĕклесе лартнă «Чулхула трансгаз Газпром» пĕрлешĕвĕн филиалĕнче малтан технологи машинистĕнче, каярах смена инженерĕнче ĕçлеме тÿр килчĕ. Вăл тытăмра машинистсем 55 çултах тивĕçлĕ канăва тухаççĕ. Çак ĕçре çăмăл маррине лайăх пĕлетĕп. Нумаях пулмасть пĕрле вăй хунă ĕçтеше тĕл пултăм.

— Сăнран пăхсан… каччă çулĕсенче вĕт эсĕ! — терĕм хайхискере.

— Тавтапуç, çĕршыва, Газпрома! — терĕ вăл куçне хĕскелесе. — Каçар та, ĕçтешĕм, уйăхри 35 пин тенкĕ ватлăх укçишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр анăçалла «сенкер çулăм» хăваланă вĕт эпĕ. Кăна эсĕ хăв та аван ăнланатăн.

…Пенси ыйтăвĕпе эпĕ РФ Пенси фончĕн районти клиент службинче пĕрре те пулса курманччĕ. Иртнĕ кунсенче çав тытăмран шăнкăравларĕç:

— Эсир пенсие каясшăн мар-и-мĕн?

Документсене илсе район центрĕнчи Васильев урамĕнчи икĕ хутлă çурта çул тытрăм вара…

Паян пенси ыйтăвĕ нумайăшне калаçтарать. Мĕнле пулĕ вăл малашне? Пурăнăпăр, курăпăр.

 

Юрий БОРИСОВ, журналист-тĕпчевçĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика