АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхран хакли çуках çав

20 мая 2021 г.

Çу уйăхĕн 4-20-мĕшĕсенче Трак енре Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин онкологи диспансерĕн ренгент лабораторийĕ ĕçлерĕ.

Çав кунсенче çирĕплетнĕ ятарлă графикпа ялсенче пурăнакан хĕрарăмсем маммографи тухма – хальхи вăхăтра хĕрарăмсен анлăн сарăлса пыракан сĕт парĕсен ракне тĕрĕслеттерме – пултарчĕç.

Пушă вăхăтпа усă курса Марина Гаврилова ренгентлаборантпа сăмах пуçартăм.

— Асăннă профессипе саккăрмĕш çул вăй хуратăп. Кăшăл вирусĕ алхаснине пула пĕлтĕр кун евĕрлĕ тĕрĕслевсене ирттереймерĕмĕр, — палăртать Марина Павловна. — Кăçал, авă, хĕлĕпех республика территорийĕ тăрăх çÿретпĕр. Çу уйăхĕн пысăк пайне Трак енре ирттертĕмĕр. Пирĕн тĕллев — кунне 40 çынран кая мар йышăнасси. Мĕн палăртнине пурнăçласа пыратпăр. Хам енчен çакна çеç калам: чире малтан тупнинчен лайăххи нимĕн те çук.

ЧР Сывлăх сыхлав министерствин Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин «Красноармейски районĕн тĕп больници» филиалĕн территорийĕнче ĕçлекен лабораторие хыççăн-хыççăн çын килет. Çав кун Пикшик ял тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем ытларахчĕ.

 

Татьяна БОРИСОВА,

общество корреспонденчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика