АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанăç паракан ятсем

20 мая 2021 г.

Шанăç паракан ятсем

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ Иван Яковлев «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа — 100, çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа регионсен шайĕнче «Çĕнĕ хум» литература конкурсне ирттерчĕ.

ЧНК вĕренÿ комитечĕн председателĕ, жюри членĕ Геронтий Никифоров пĕлтернĕ тăрăх, çамрăк çыравçăсен пултарулăх ăмăртăвне Чăваш, Тутар республикисенчи тата Чĕмпĕр облаçĕнчи шкул ачисемпе студентсенчен çĕр ытла хайлав килнĕ. Жюри хайлавсене тишкернĕ хыççăн 43 çĕнтерÿçĕпе призера палăртнă.

«Çĕнĕ хум» литература конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене тата илемлĕ сăмахлăх ăсталăхне аталантарма пулăшакан вĕрентекенсене Шупашкар хулинче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче чысларĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене аслă шкул ректорĕ Владимир Иванов саламларĕ, чи лайăх калав, сăвă, эссе çырса конкурсра палăрнă çамрăксем «шанăç паракан ятсем» пулнине палăртрĕ, малашлăхра вĕсенчен чăннипех те пултаруллă çыравçăсем ÿссе çитĕнессе ĕненнине каларĕ.

Пултарулăх тупăшăвне Красноармейски районĕнчи вĕренекенсем те çуллен хастар хутшăнаççĕ. Виçĕм çул, акă, Пикшик шкулĕнчи Наташа Васильева çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Кăçал та чăваш чĕлхипе литература учителĕн Людмила Тихоновăн вĕренекенĕ Галина Романова призер пулса тăнă. Хĕрача конкурса пуçласа хутшăннă. Апла пулин те çакăн пек пысăк çитĕнÿ тума пултарнă. «Тăван чĕлхе çухалмасть» тема пурччĕ унта. Гальăпа пĕрле çак «çухалмасть» сăмах пĕлтерĕшĕ пирки шухăшласа кĕрсе кайрăмăр та… Кайран вăл сочинени те çырчĕ. Районти конкурса та хутшăнчĕ», — каласа кăтартрĕ вĕренекенĕ пирки Людмила Анатольевна.

Пикшик шкулĕнче «Сунтал» илемлĕ сăмах лаççи ĕçлет. Унта ачасем Людмила Тихонова вĕрентекенпе пĕрле çырас ăсталăха аталантараççĕ. «Кашни ачапа уйрăммăн ĕçлетĕп. Вĕсене чи малтанах кăсăклантарса ямалла. «Пăхăр-ха, мĕн чухлĕ çĕнĕ кĕнеке тухать. Мĕн тери пуян материал. Хăвăрăн шухăшăра çапла çырса кăтартăр», — тетĕп. Анчах, шел те, класра ача сахалтан пĕр-пĕринпе ăмăртса вĕренме май çук».

«Çĕнĕ хум» конкурсра çавăн пекех Красноармейски шкулĕнче вĕренекен Карина Борисова та пăлăрчĕ.

 

Валентина БАГАДЕРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика