20 мая 2021 г.
Шупашкарти Ирина Солдатова ячĕллĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕнче сĕтел çи теннис енĕпе фестиваль иртнĕ.
Аслă ăру çыннисен хушшинче йĕркеленĕ спортпа сывлăх уявне Чăваш Енри «Спортри вăрăм ĕмĕр» IХ Спартакиада шучĕпе йĕркеленĕ. Фестивальте район чысне Раççейри Пенсионерсен союзĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Альбина Дмитриева, Юрийпе Антонина Никандровсем /Чатукасси/ хÿтĕленĕ, япăх мар кăтартусемпе палăрнă.
Альбина ДМИТРИЕВА,
районти пенсионерсен союзĕн председателĕ.