АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăвăртрах, çÿлерех, инçерех…

20 мая 2021 г.

Районта çамрăк армеецсен юхăмĕн «Зарницăпа» «Орленок» вăййисем 52-мĕш хут иртрĕç.

Кăшăл вирусĕ анлăн сарăлнăран пĕлтĕр çар вăййисене йĕркелеме май килменччĕ. Райхаçатра вăй хунă çулсенче унта хам та пĕрре çеç мар хутшăннă, вĕсене журналист куçĕпе хак пама тÿр килнĕ мана. Ăмăртусем пĕр тапхăр Красноармейски вăрманĕ çывăхĕнчи илемлĕ вырăнта, каярах Васнар — Красноармейски автоçулăн сылтăм енчи лапамра иртрĕç. Кăçал «Зарницăпа» «Орленок» вăййисене йĕркелесе ирттерме пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Упи вăтам шкулне шанчĕç. Кунти тĕп стадионта, ытти лапамра çамрăк армеецсен командисем тупăшрĕç.

«Зарницăпа» «Орленокăн» тĕп тĕллевĕ — яш-кĕрĕм хушшинче патриотла воспитание вăйлатасси тата сывă пурнăç йĕркине юратма, физкультурăпа спорта кăмăллама вĕрентесси, яшсене Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретне тăма хатĕрлесси.

Вăйăсене савăнăçлă лару-тăрура уçнă май хĕрсемпе каччăсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов ячĕпе унăн çумĕ — вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Светлана Григорьева саламларĕ, вăйăсенче çĕкленÿпе хастар кăмăл, хавхалану тата хастарлăх сунчĕ.

Кăçал вăйăсенче «зарничниксен» — тăхăр, аслисен виçĕ команди тупăшрĕ. Ăмăртусем пынă май стадионта яш-кĕрĕмĕн хаваслă сасси кĕрлесе çеç тăчĕ. Кăçал вăйăсен программине юрă шăрантарса стройпа утса иртесси, автомата сÿтсе пухасси, чупса чăрмавсене парăнтарасси, вăй гимнастики, кросс, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем, дисциплинăпа йĕрке, ытти конкурса кĕртнĕ.

Çивĕч кĕрешÿре кĕçĕннисен ушкăнĕнче Кĕçĕншетмĕсем çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Трак тата Упи шкулĕн вĕренекенĕсем йышăннă. «Орленок» ушкăнра Трак шкулĕн вĕренекенĕсем мала тухнă. Красноармейскипе Мăн Шетмĕ шкулĕсен çамрăк армеецĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулнă. Кĕçĕн Шетмĕ тата Трак шкулĕсен вĕренекенĕсен Трак ен чысне республика шайĕнчи ăмăртусенче хÿтĕлеме тивет.

 

Юрий БОРИСОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика