АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç — ял илемĕ

20 мая 2021 г.

Кашни çыншăнах çуралнă вырăнтан хакли урăх нимĕн те çук. Маншăн та çавăн пекех. Ăна яланах ешĕл тумлă йывăçсен айĕнче курас килет.

Ачалăх çулĕсем куç умне тухаççĕ. Вĕсем хăрушă вăрçă çулĕсемпе хыççăнхи тапхăрта иртрĕç. Ялсенче вăл вăхăтра йывăç çукпа пĕрехчĕ. Пуррисене вутăлăх касса пĕтернĕ. Çырмасенче кăна унта-кунта йăмра ÿсетчĕ. Çавăнпах пуль ĕнтĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 50-55-мĕш çулĕсенче шкулта пире учительсем ытларах йывăç лартмалла тетчĕç.

Халăхра Турă яла юман, хыр, чăрăш лартма ирĕк паман текен сăмах сарăлнăччĕ. Çак шухăшран хăшĕ-пĕри халĕ те хăтăлса пĕтмен-ха. Канаш районĕнчи Сиккассинче çуралса ÿснĕ филологи наукисен докторĕ Ю. Артемьев профессор калани аса килчĕ: «Шкулта вăтам классенче вĕреннĕ чухне манăн килти пахчара чăрăш лартса ÿстерес шухăш çуралнăччĕ. Анчах та анне манпа килĕшмерĕ. Вăл каланă тăрăх, Турă яла чăрăш лартма чарнă иккен. Эпĕ çак ыйтупа ялти чиркÿ пачăшкипе тĕл пулса калаçрăм. Пачăшкă мана, шкул ачине, кăмăллăн итленĕ хыççăн çапла хуравларĕ: «Турă кĕнекинче пĕр йывăçа та яла лартма юраманнине палăртман. Апла пулсан юрать». Çапах та лăсăллă йывăçсене пушар хăрушлăхне шута илсе кил-çуртран май пур таран аяккарах лартмаллине пĕлтерчĕ вăл. Пачăшкă сĕнĕвне тĕпе хурса чăрăш хунавне пахчана лартрăм. Халĕ вăл 65 çултан та иртнĕ, çÿллĕ те кĕрнеклĕ йывăç пулса тăнă».

Сăнаса пăхатăп та… Пирĕн ялта мĕнле кăна йывăç çитĕнмест-ши? Хыр, чăрăш, кедр, туя… Çынсем тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшнине ырламалла кăна. Иртнĕ кĕркунне ялăн тĕп урамĕпе юлташпа пĕрле утса тухма тÿр килчĕ. Урама йывăçсем лартнине ырларĕ вăл. Çав вăхăтрах пĕр хутлă çуртсен çывăхĕнче 25-35 метр çÿллĕшне çĕкленекен хурăн, çăка, хыр, чăрăш, йăмра тата ытти йывăç ÿсни килĕшменнине пĕлтерчĕ. «Малтанхи вунă-вун пилĕк çулта вĕсем хитрех курăнаççĕ, анчах та вăхăт иртнĕ май çуртсене хупланă хыççăн вĕсенче нимĕнле пархатар та курмастăп», — вĕçлерĕ сăмахне юлташ. Çаплах та пулĕ.

Халĕ урамсем тăрăх электричество линийĕ тăсăлнипе, çĕр айĕпе шыв тата газ пăрăхĕсем выртнипе йывăçа ăçта лартасси пирки тĕплĕн шухăшламалла. Кашни йывăçăн хăйĕн вырăнĕ пур тесе каланă чăваш. Йăмрана, сăмахран, çырма-çатрана шыв-шур çĕмĕресрен лартнă. Çакăн усси питех те пысăк пулнă, пĕлтерĕшĕ паянчченех улшăнман. Эпĕ хам ял хушшинчи Утар çырмине çур ĕмĕр каялла утмăл йăмра лартнăччĕ. Аллă çул тултарнă йăмра ватă йывăçсен шутне кĕрет, хавшать. Вулли шалтан çĕрет, хăвăлланать. Çакă вăл шăнкăрчпа ытти пĕчĕк кайăкшăн ырлăх. Вĕсем кунта йăва çавăрса йыш хушаççĕ. Иртнĕ çуркунне шутласа пăхрăм та — ман йăмрасен хăвăлне çирĕм ытла мăшăр шăнкăрч йышăннă. Савăнтăм.

Ĕлĕк йăмралăха кураксем кăмăллатчĕç, вун-вун йăва курма пулатчĕ унта. Пуш уйăхĕнчен пуçласа çу каçипе курак сасси янраса тăратчĕ. Çак кайăксем «цивилизаци» сăмаха хăйсене евĕр ăнланчĕç пулас. Çырмари йăмрасене пăрахса район центрĕнчи чăрăшсемпе хырсем çине куçрĕç.

Арăш-пирĕш çитĕнекен йывăçсенче нимĕнле илемлĕх те асăрхамастăп эпĕ. Акă район центрĕнчи иртнĕ вăрçăра çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн паттăррăн çапăçса пуç хунă ентешсене халалласа лартнă монумент çумĕнче чăрăшсем мĕн тери хитре курăнаççĕ. Вĕсем çине пăхсан куç умне паттăр салтаксем тухса тăраççĕ. Чăрăшсем хыçĕнчи лапамра çитĕнекен хурăнсем те — хăйсен вырăнĕнче. Вĕсем çине пăхсан чунра тунсăх çуралать.

Çакăн пек илемлĕ урам лаптăк район центрĕнче сахал мар. Анчах та çитменлĕхсем те пур-ха. Акă район центрĕнчи Çĕнтерĕве 30 çул урамри 5-мĕш çуртран 2-3 метрта пилĕк чăрăш ÿсет. Эпир ача чухнех лартнăччĕ вĕсене. Çак йывăçсене пула чÿречерен çулла та, хĕлле те çутă кĕмест. Тавралăха илем кÿни пирки калаçмалли те çук. Васильев ячĕллĕ урамри лавккаран пĕр метртан туйăсем ешереççĕ. Çав йăрăс пÿллĕ йывăçсем мĕн тери илемлĕ! Çулталăкĕпех вĕсем симĕс тумĕпе куçа тыткăнлаççĕ. Вĕсем хыр, чăрăш пек çÿллĕ çитĕнмеççĕ. Мĕншĕн çак йывăçа урамăн икĕ енĕпе асфальтлă çулпа тротуар хушшине лартса тухас мар?

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче колхозсен чиккисене палăртас тата уйсене сыхлас тĕллевпе вăрман тăрăхĕсене лартса çитĕнтерме тĕллев тытнă. Çав вырăнсем хăвăртрах симĕсленччĕр тесе хуçалăхсене хăвăрт çитĕнекен тирек тата америка вĕренисене лартма сĕннĕ. Çапла тунă та. Америка вĕрени 5-6 çултан вăррине таврана сапаласа çăралма пуçлать. Вăл вăхăтра çакна никам та шута илмен. Халĕ çак йывăçсем иккĕшĕ те çут çанталăк тăшманĕсем пулса тăчĕç. Акă район центрĕнчи Ик авăн тата Утар çырмисем америка вĕрени айне пулчĕç. Тавах райпо ĕçченĕсене. Иртнĕ çул вĕсем хăйсен таврашĕнчи лаптăка тĕпрен тасатрĕç. Вĕрене Мăн Шетмĕ шывĕ хĕрринчи пушă выртакан пахчасене те «тыткăна илнĕ». Çут çанталăкăн çак тăшманĕпе кĕрешме пуçламасан вĕрене айнех пулас хăрушлăх пысăк. 1966 çулта Мускавра пичетленнĕ «Растения, принимаемые в быту» кĕнекере: «Америка вĕрени тата тирек тавралăха сиенлеççĕ. Вĕсене пахчара, уй-хирте ÿстермелле мар». Ял-йыш çак сĕнĕве тĕпе хурсан питех те вырăнлă пулĕччĕ. Эпĕ хам та халăхпа пĕрле вăй çитнĕ таран америка вĕренипе «çапăçма» хатĕр.

 

ЛАРИВАН АЧИ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика