АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрий Сементер — тăван тăрăхра

20 мая 2021 г.

Юрий Сементер — тăван тăрăхра

Кăрлач уйăхĕнче пирĕн ентеш — Танăш ялĕнче кун çути курнă Чăваш халăх поэчĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши, Фатих Карим, Нестер Янкас ячĕллĕ премисен лауреачĕ, Красноармейски районĕн тава тивĕçлĕ гражданинĕ Юрий Сементер — 80 çулхи юбилейне уявларĕ.

 

Паллă сăвăçăн юбилейне республика шайĕнче тĕрлĕ тытăмра палăртрĕç. Иртнĕ эрнекун вара мухтавлă ентеше Кĕçĕн Шетмĕре саламларĕç. Ялти уява Шупашкартан виççĕн: Юрий Сементер, Елена Светлая поэтесса тата Василий Захаров — килсе çитрĕç. Хăнасене Кĕçĕн Шетмĕри вулавăшра ăшшăн кĕтсе илчĕç. Уява ял-йыш йышлă пуçтарăнчĕ. Юрий Сементер тусĕсемпе паллаштарчĕ. Елена Светлая Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Вырăсла çырать. Юрий Сементерĕн чылай сăввине вырăсла куçарнă вăл. Пирĕн ентеш вара унăн хайлавĕсене чăвашла вулакан патне çитерме пултарнă. Василий Захаров Юрий Сементер ентешĕпе Шупашкарти «Контур» завод директорĕнче, каярах «Куç микрохирургийĕ» пĕрлĕх директорĕнче тăрăшнă, анчах 2014 çулхи кăрлач уйăхĕнче çул-йĕр инкекĕнче пурнăçран уйрăлнă Евгений Матвеевпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультетĕнче пĕрле вĕреннĕ, туссем пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан Василий Геннадьевич поэзипе туслашнă, сăвăсем çырать.

Юрий Сементер пухăннисене кун-çулĕ пирки каласа кăтартрĕ, пурнăçĕнчи вун-вун савăк тапхăра аса илчĕ, çĕнĕ сăввисене вуларĕ, ялти вулавăша хальтерех тухнă кĕнекисене парнелерĕ.

Унтан уявăн иккĕмĕш пайĕ кану центрĕн тĕп залне куçрĕ. 500 ытла юрă, 5 томлă сăвă кĕнекисен, чылай куçарусен авторне саламлама пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Кĕçĕн Шетмĕ тĕп шкул вĕренекенĕсем килсе çитрĕç. Уява ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Петрова питех те аван йĕркелесе пычĕ. Асаилÿсен çăмхи кунта малалла сÿтĕлчĕ. «Çăмăл килмерĕ пирĕн — вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăн çуралнисен — пурнăçĕ, — терĕ Юрий Семенович. — Калама çук йывăр пулнă, анчах чăтнă-тÿснĕ. Эпир çăкăр, укçа-тенкĕ хакне пĕлсе-туйса ÿсрĕмĕр, çын пултăмăр. «Чăрăш» ятлă пĕрремĕш сăвă мана поэзи анине кăларчĕ».

Вĕренекенсен пысăк ушкăнĕ Юрий Сементерĕн сăввисене пăхмасăр вуларĕ. Юрий Семенович кашни каччăпа хĕре парне турĕ: кĕнекисемпе чысларĕ. Шкул коллективĕ /директорĕ Альбина Соловьева/ юбиляра хăйсем ăсталанă медальпе наградăларĕ, асăнмалăх парне пачĕ.

Епле уяв-ха вăл юрă-ташăсăр? Сцена çинчен Юрий Сементер кĕвĕленĕ çепĕç юрăсем янăрарĕç. Вĕсене ялти кану центрĕн агитушкăнĕ, районти культура çуртĕнче тăрăшакан ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров, Николай Яковлев шăрантарчĕç.

Юрий Сементер пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов, ял хуçалăх производствин ветеранĕ Николай Семенов-Эреш сăвăç, ыттисем ăшă сăмахсем каларĕç.

«Кун-çул тÿпи кăнтăрларан иртсессĕн

Этемĕн иксĕле пуçлать вăй-хал.

Туссем, çав йĕркене туйса илсессĕн

Сире пама шутларăм эп халал», — тенĕччĕ ентешĕм хăйĕн «Халал» сăввинче. Çаплах пулĕ.

 

Юрий БОРИСОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика