АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта пĕлтермелле?

20 мая 2021 г.

 

Экстремизм сĕмĕллĕ преступленисем е право йĕркине пăснă тĕслĕхсем пирки полицин кирек хăш уйрăмне те пĕлтерме юрать. Кунсăр пуçне пĕлтерÿсене пирĕн сайтри «Прием обращений» пайра тата Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин официаллă сайтĕнче /«Главное управление по противодействию экстремизму» пай/ хăварма пулать.

Преступлени пирки сăмахпа каласа пĕлтернине е çырупа тухнă заявленисене правăна сыхлакан органсенче талăкĕпех йышăнаççĕ. Шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй уйрăмĕнче пĕлтерÿпе пыракана итлеме тата заявлени йышăнма тивĕç. Кун пек чухне пĕлтерĕве йышăннă сотрудникăн хушамачĕпе, должноçĕпе тата ĕç телефонĕпе интересленни пăсмĕ.

Сирĕн хăвăрăн заявленин копине илме ирĕк пур. Ун \çинче правăна сыхлакан органта регистрацилени çинчен паллă туни е талон-уведомлени пулмалла. Унта шăпах пĕлтерĕве илсе юлнă сотрудникăн сведенийĕсене — алă пуснине, регистраци номерне, правăна сыхлакан органăн ятне, адресне, телефонне, пĕлтерĕве илсе юлнин вăхăтне кăтартаççĕ.

Правăна сыхлакан органта сирĕн пĕлтерĕве /заявление/ вăраха ямасăр регистрацилемелле, РФ уголовлă-процессуаллă кодексĕ ыйтнипе ĕç-хĕле малалла тишкерме çÿлерех шайра тăракан ертÿлĕхе пĕлтермелле. Эсир правăна сыхлакан органа пырса сирĕн заявленипе хăш сотрудник ĕçленине, еплерех мерăсем йышăннине пĕлме пултаратăр. Сирĕн правасемпе саккунлă интерессене пырса тивекен ыйтусене татса парассишĕн кунти подразделени ертÿçи те яваплă.

Енчен те правăна сыхлакан органта сирĕн пĕлтерĕве /заявление/ йышăнма хирĕçлерĕç пулсан, эсир çÿлерех тăракан органа — РФ генеральнăй прокуратурине — пĕлтерме пултаратăр.

 

Людмила МАЩЕНКО,

полици майорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика