АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ

20 мая 2021 г.

РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Цивильский» пайĕн районти полици уйрăмĕ кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенчи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ.

 

Çак тапхăрта полици уйрăмĕн ĕçченĕсем Трак тăрăхĕнче пурăнакансене лăпкăлăхпа тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, кăшăл вирусĕн эпидемине сарăлма, хĕç-пăшалпа наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне чарас, йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене вăхăтра уçса парас тĕлĕшпе кăтартуллă ĕçленĕ. Район центрĕнче тата ялсенче йĕркеленĕ культура, спорт, ытти мероприятисен вăхăтĕнче право йĕркине пăхăнассине вăйлатас тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе тăрăшнă.

Тĕпрен илсен, вăхăтра йышăннă мерăсем оперативлă лару-тăрăва пĕр шайра тытса пыма май панă. Çапла май кăçалхи пĕрремĕш кварталта районти полици уйрăмĕн дежурнăй пайне тĕрлĕ йышши 520 пĕлтерÿ пынă /пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 549/, кăтарту 5,3 процент чакнă. Регистрациленĕ мĕн пур преступленисен пĕчĕкленнĕ: 28-тан 17 таран. Пурăнмалли çурт-йĕр секторĕнче 7 /13/ преступление шута илнĕ.

Иртнĕ виçĕ уйăхра çынна вĕлернĕ, çын сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ, хĕрарăма мăшкăлланă, çынна тапăннă, çурт-йĕре чĕртсе янă, хăратса /улталаса, хистесе/ ыйтни, вăрă-хурахла тапăнни пулман.

Преступлени тунă 18 /21/ тĕслĕх пирки уголовлă ĕçе вĕçленĕ, вĕсенчен пĕри /6/ йывăр тата уйрăмах йывăррисен шутне кĕрет. Преступлени тунă 3 ĕç пирки айăплисене тупса палăртнă, вĕсем пирки следстви ĕçне пуçарнă. Саккуна пăснă 19 /16/ çынна уголовлă майпа явап тыттарнă. Çынна хĕненĕ, вилерессипе хăратнă, çаратнă, улталанă, общество вырăнĕсенче тунă преступленисене пĕтĕмпех уçса панă. Ют пурлăха вăрланă 2 тĕслĕхе уçса паман. Пĕр хуçалăхра 5,6 мм тăватă патрон упранă тĕслĕхе тупса палăртнă. Районта ĕçсĕр тăрса юлнă çынсем право йĕркине пăсасси 33,3 процент ÿснĕ, 9-тан 12-е çитнĕ. Эрех-сăра ĕçсе преступлени тăвасси чакнă /7-рен 6 юлнă/. Кăçалхи виçĕ уйăхра полици сотрудникĕсем административлă право йĕркине пăснă 210 тĕслĕхе шута илнĕ. Эрех-сăра ĕçмелли саккуна пăснăшăн 45 /57/ çын пирки акт çырнă, вĕсенчен обществăлла вырăнсенче ÿсĕр çÿренĕшĕн 42 /50/ çынна тытса чарнă. Çак хушăра уйрăм çынсем спиртлă шĕвексене сутнă тĕслĕхсене те тупса палăртнă.

Районта пуш уйăхĕн 15-26-мĕшĕсенче «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер» акци иртрĕ. Çак вăхăтра «шанăç телефонĕн» ĕçне йĕркелесе янă, интернет сечĕн мониторингне ирттернĕ. Полици ĕçченĕсем районти тĕп сыватмăшăн нарколог тухтăрĕпе пĕрле 5 шкулта профилактика калаçăвĕ йĕркеленĕ.

Асăннă тапхăрта саккунпа çирĕплетнĕ вăхăтра административлă штрафа тÿлеменшĕн 28 /19/ протокол çырнă. Районти автоçулсем çинче çул-йĕр правилисене пăснă 2 тĕслĕхе шута илнĕ, 2-ĕн аманнă, çынсем вилмен.

Районта 43 видеосăнав камери вырнаçтарнă. Кăçал тата 5 видеокамера лартма палăртнă. Çакна валли район бюджетĕнче 48500 тенкĕ хывса хăварнă.

 

Александр ШУРЯКОВ,

районти полици

уйрăмĕн ертÿçи,

полици майорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика