АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кÿлхĕррисем — Çĕнтерÿ уявĕнче

13 мая 2021 г.

 

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе 76 çул çитрĕ. Çав ятпа Карай ял тăрăхне кĕрекен Кÿлхĕрри ялĕнче пурăнакансем çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче митинга пухăнчĕç.

Уяв умĕн ял çыннисем субботник ирттерчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне тасатрĕç, кедр, тĕрлĕ чечек лартрĕç. Субботник йĕркелес ĕçе Галина Ивановна хăй çине илчĕ. Елизавета Шмурина чечек çыххи ăсталанă. Ял-йыш та хастар пулчĕ. Пирĕн тăрăхри ветерансем те нимĕнле ĕçрен те хăрамаççĕ. Акă хальхинче те Калисса Скворцова, Светлана Иванова, Александра Грачева, Елена Федорова, Людмила Кромыслова, Людмила Петрова, Галина Васильева, Рудольф Егоров вăй-халне шеллемесĕр тăрăшрĕç. Çакăн евĕр маттурсем пуртан ялта пурăнма та аван.

Митинга Карай ял тăрăхĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Галина Егорова уçрĕ. Вăл ял халăхне Аслă Çĕнтерÿ 76 çул тултарнă ятпа саламларĕ, ырă та пархатарлă ĕçшĕн пурне те тав турĕ. Чи пултаруллисем Тав çырăвне тивĕçрĕç. Хаяр вăрçăра паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă ентешсене халăх пĕр минут шăп тăрса асăнчĕ.

Уяв савăк юрă-ташăпа вĕçленчĕ. Г. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика