АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял кун-çулĕ

13 мая 2021 г.

 

/Малалли. Пуçламăшĕ 29-30-мĕш номерсенче/

Мачисăва тата Ямаш çумĕнчи Пайсупин ялĕнче пурăнакансем Мамçа тата Услантăр юхан шывĕсем çумĕнче пушă çĕр лаптăкĕсем выртни çинчен пĕлнĕ. Вĕсем Сĕве тата Шупашкар уесĕсен воеводисем патне çĕр пирки çырусем çырнă, лаптăксене виçтерсе илсе вĕсемпе усă курма тытăннă. 1750 çулта Мачисăва-Питикасси ялĕ палăрма пуçланă. 1781 çултан тытăнса Кĕçĕн Пайсупин тата Мамçа ялĕсем Кĕçĕн Кипек вулăсне кĕнĕ.

А. Прокопьев тавра пĕлÿçĕ хальхи Пайсупин ялĕн Ăвăс çырмин хĕвелтухăç çыранĕ тăрăх сылтăм енче Мамçа ялĕ никĕсленнине палăртать. Каярахпа ун çумне Анатри Мамçи те /ăна урам çеç пулнăран ял шутĕнче кăтартман/ куçса ларнă, çурт-йĕр, хуралтăсем çавăрнă.

В. Димитриев ăсчах-тĕпчевçĕ, ун хыççăн ыттисем те Турхан ялĕ маларах Виççĕмĕш Янмурçин çĕр обществинче /1875/ пулнине çирĕплетеççĕ. А. Стеклов тĕпченĕ тăрăх, 1860 çулта Ăвăс çырмин сулахай çыранĕ енне тархансем кил-çурт çавăрнă. 1867 çулта Турхан ялĕнче 109 арçын тата 119 хĕрарăм пурăнни паллă. Кĕçĕн Кипек вулăс правленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 1919 çулта Кĕçĕн Пайсупин ялĕнче — 152, Мамçара — 137 тата Упи вулăсĕнчи Турхан Упире 200 çынна яхăн пурăннă. А. Стеклов сăмахĕпе, хальхи Пайсупин ял вырăнĕ юлашки 350 çул хушшинче тăваттăмĕш пулма пултарать. Ун шучĕпе, Пайсупин ялĕ çын ячĕпе çыхăннă.

А. Стеклов тĕпчевçĕ «Сказание о чувашах» кĕнекере Хусан ханлăхне парăнтарнă хыççăн Сĕве /1551 ç./, Хусан /1552 ç./, Çĕрпÿ /1589 ç./ тата Етĕрне /1590/ никĕсленнине пĕлтерет. Кувшинка вулăсĕнче 1723 çулхи çырав хыççăн 25 ял шутланнине çирĕплетет. Çав йышра асăннă вулăсра Байсубино /Пайсупин/ ялĕ те пур. Александр Иванович Пайсупин ялĕ никĕсленнине, чи малтанах вăл Канаш районĕнчи Ямашпа Питикасси ялĕсен çывăхĕнче пулнине çырса кăтартать. Мамçа ялĕ те пуçласа Ямаш тăрăхĕнчи çĕрсем çинче никĕсленнине тĕпчесе пĕлнĕ вăл.

— Мамçа, Пайсупин е Турхан Упи — хăшĕ аслăрах? — ыйту патăм А. Стекловпа В. Серафимов тавра пĕлÿçĕсене.

— Турхан сăмах, тĕпчевсем кăтартнă тăрăх, суйлав йăли-йĕркипе илсен урам депутачĕсем сăмахсемпе çыхăннă. Малтанах вĕсем тархансем пĕлтерĕшпе вырăн тупнă, — терĕ Александр Иванович.

— Турхан Упи XVIII ĕмĕрте ял пулса кайнă. Малтанах вăл Виççĕмĕш Янмурçин çĕр обществине кĕнĕ. Упи, Мăн Çавал тăрăхĕсенче никĕсленнĕрен тĕп ялăн пĕлтерĕшĕпе Турхан Упи ятпа çырăннă, — шухăшне пĕлтерчĕ Владимир Серафимович.

Малалла хамăн сăмаха ял совечĕсем тавра та сыпăнтарасшăн. Пайсупин ял советне 1918 çулта туса хуни паллă. 1927 çулта уессемпе вулăссене пĕтернĕ, пĕр территори единици – район — туса хунă. Вăрнар районĕ йĕркеленнĕ. Пайсупин ял совечĕ çавăнта кĕнĕ те ĕнтĕ.

Турхан ял советне 1918 çулта туса хунă. Вăл Хусан кĕпернин Етĕрне уесĕн Упи вулăсне кĕнĕ. Ял советĕнче Турхан тата Кĕрекаç ялĕсем шутланнă. Реформа хыççăн 1927 çулта Пайсупин тата Турхан ял совечĕсене пĕрлештернĕ, административлă центр Пайсупин ялĕнче пулнă. Вăрнар райсовет ĕçтăвкомĕн президиумĕн 1930 çулхи çĕртмен 29-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, Пайсупин тата Мамçа ялĕсем пĕрлешнĕ май Пайсупин ялĕ туса хунă. Çав вăхăтранпа архив хучĕсенче «Мамçа ялĕ» тесе çырни курăнмасть.

1931 çулччен Пайсупин ял советĕнче 5 кулак хуçалăхĕ шутланнă. Вĕсем 3 çил арманĕ тытнă. Кулаксем чухăннисен 20-30 гектар çĕрне тара илнĕ, вĕсем патĕнче çуллен 50 тарçа яхăн пилĕк авнă. 1930 çулта ку тăрăхри вак хуçалăхсенчен колхозсем чăмăртаннă. Пайсупин ял советне Пайсупинри Молотов ячĕллĕ, Кĕрекаçри «Жнейка», Турханти «Красноармеец» колхозсем кĕнĕ.

Çĕнĕ районсене /çичĕ район/ 1935 çулхи пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче туса хунă. Трак районĕ те — çĕнĕрен йĕркеленнисенчен пĕри. 1940 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕ Малти Трак ялне Красноармейски ят парасси çинчен йышăну кăларнă. 1954 çулта Упи ял советне Пайсупин ял совечĕпе пĕрлештерсе пысăклатнă. Аллăмĕш çулсенче «Байсубино» хуçалăх та Ленин ячĕллĕ хуçалăхпа пĕрлешнĕ. Пирĕн тăрăхри Молотов ячĕллĕ, «Красноармеец» тата «Байсубино» хуçалăхсенче колхоз председателĕсенче тĕрлĕ çулсенче Александр Владимиров, Зиновий Ильин, Федор Архипов, Никон Данилов, Иван Уваров, Ананий Фролов тата Николай Алексеев ĕçленĕ. Пайсупин тата Турхан ял совечĕсен «тилхепине» Мефодий Сергеев, Илья Софронов тата Александр Данилов /Качăрла/, Федор Захаров тытни паллă.

 

Г. ЕФИМОВ-ТУСЛИ.

/Малалли пулать/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика