АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплер, юратар

13 мая 2021 г.

Чĕлхе хăйне туса хунă халăхпа çеç вилет, çавăнпа халăха тăван чĕлхене манма хушни çав халăха вилме хушнипе пĕрех.

Тăван чĕлхепе эпĕ шухăшлатăп, вăл пулăшнипе çут тĕнчере пурăнма вĕренетĕп, ăс-тăн пухатăп, хамăн тавра курăма аталантаратăп. Чăваш чĕлхи маншăн — тăван чĕлхе. Ытти чĕлхесенчен вăл илемлĕхĕпе, çепĕçлĕхĕпе уйрăлса тăрать.

Анчах та паян, наукăпа техника хăватлăн аталаннă тапхăрта, хуласемпе çыхăну вăйланнă вăхăтра çивĕчлĕх — тăван чĕлхемĕре манса пыни — сиксе тухрĕ. Тăван чĕлхене манни атте-аннене маннипе пĕрех. Мĕншĕн тесен тăван чĕлхе пирĕн чуна аннен кăкăр сĕчĕпе кĕнĕ.

Тăван чĕлхене маннă çынсене манăн шеллес килет, вĕсем хăйсене юратмаççĕ, тăван халăха шута хумаççĕ. Ун пеккисенчен чăваш авалтан тăрăхласа кулнă, вĕсем çине йĕрĕнсе пăхнă. Чăваш литературинче те çавăн йышшисене питлекен хайлав нумай. Тĕслĕхрен, Стихван Шавли çырнă «Вĕçкĕн Ваççа» сăвăри тĕп сăнар çамкаран кĕрепле аври лексен тин хăй чăваш пулнине аса илет.

Ялта пурăнакан чăваш курнăçланса «чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ, унпа инçех каяймăн» тени питĕ тарăхтарать. Вăл чăвашла та тĕрĕс калаçаймасть, вырăсла та пуплевне йĕркелеймест. Эпĕ ватă çынсен калаçăвне итлеме кăмăллатăп. Вĕсем сăмахсемпе вырăнлă усă курма пĕлеççĕ, ют чĕлхери сăмахсемпе пуплеве вараламаççĕ, калаçăвĕ тирпейлĕ, таса.

Чăваш чĕлхи тĕнчери чи çепĕç чĕлхесен шутне кĕрет. Кун пирки паллă ăсчахсем сахал мар çырнă. Надежда Крупская пирĕн чĕлхе пирки акă мĕн каланă: «Эпĕ чăвашсем калаçнине илтнĕ. Вĕсен чĕлхи тĕлĕнмелле çепĕç чĕлхе». Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев: «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», — тенĕ.

Тăван чĕлхене аван пĕлекен çын ытти чĕлхене те хăвăртрах вĕренет. «Тăван чĕлхене лайăх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсене тĕплĕнрех ăнланма, çавна май ытларах пĕлÿ туянма пулăшать», — палăртнă Михаил Сироткин профессор.

Эпĕ вырăсла та, чăвашла та, ют чĕлхесене те вĕренме тăрăшатăп. Килте вара эпир пĕр-пĕринпе яланах чăвашла калаçатпăр. Аттепе анне чăваш чĕлхине сума суни курăнсах тăрать. Пичче те, йăмăк та, эпĕ те вĕсенчен тăван чĕлхене хисеплеме, юратма, ун илемне туйма вĕренсе пыратпăр. Манăн тăван чĕлхем малашне те мăнаçлăн янăрасса шанас килет. К. ГЕРАСИМОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика