АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен ячĕ вилĕмсĕр

13 мая 2021 г.

Вĕсен ячĕ вилĕмсĕр

 

 

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ вулавăшсене «Имена героев на карте России» кĕнеке парнелерĕ.

Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тата мирлĕ саманара палăрнă 30 ытла çыннăн биографийĕ çырăннă. Вĕсен ячĕсене Раççейри географи об±екчĕсене — тусене, утравсене — панă. Росреестр çапла майпа Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене хисеп тунă.

«Имена героев на карте России» кăларăмăн пысăк пайне Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă паттăрсем йышăнаççĕ. «Мана Александр Прохоренко çинчен каласа кăтартни уйрăмах тыткăнларĕ. Унăн ячĕпе Çурçĕр Осетири пĕр ту хисепленет. Александр 2016 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Сирире пуç хунă, — терĕ Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин пулăшуçи Ольга Лебедева. — Боевиксене хирĕç тăрса вилмеллех аманнă вăл. Хăюллă офицер пĕр тан мар çапăçура тыткăна лекес мар тесе пурнăçран уйрăлнă. Ун чухне вăл 26 çулта çеç пулнă».

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе Александр Прохоренкăна вилнĕ хыççăн «Раççей Геройĕ» хисеплĕ ят панă. Ентешĕн паттăрлăхне французсем те пысăка хурса хакланă, ăна Францин икĕ пысăк наградипе чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика