АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă тата тыткăн — салтак куçĕпе

13 мая 2021 г.

Вăрçă тата тыткăн — салтак куçĕпе

Аслă Çĕнтерÿ 76 çул тултарас умĕн Чăваш кĕнеке издательствинче хаяр вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Юрий Владимировăн «Война и плен глазами солдата» кĕнеки кун çути курчĕ.

 

Хăй вăхăтĕнче паттăр салтак кĕнеке авторне çапларах каласа кăтартнă:

— Эпĕ наукăпа тĕпчев институтĕнче тăрăшаттăм. 1991 çул хыççăн патшалăх саккасĕсемсĕр тăрса юлтăмăр, укçа-тенкĕ енчен питех те хĕсĕк. Вăхăта çухатас мар тесе эпĕ «Манăн ачалăх, тăвансем тата ентешсем» аса илÿсен пуххине хатĕрлесе çитертĕм. Радио урлă Нобель премийĕн лауреачĕ Александр Солженицын Тăван çĕршыва таврăнни тата фонд туса хуни çинчен пĕлтĕм. Александр Исаевич çĕршыв историйĕпе çыхăннă документсемпе ал çырăвĕсем пухать имĕш. Эпĕ ăна хамăн ал çырăвĕсене ярса патăм. Кĕçех ман телефон янăраса кайрĕ… Солженицын иккен. Вăл эпĕ нимĕçсем патĕнче тыткăнра пулнине пĕлнĕ. «Кун пирки мĕншĕн çырмастăр?» — терĕ писатель. Мана унăн сăмахĕсем сĕтел хушшине ларма хистерĕç.

Юрий Владимировичăн ал çырăвĕн электронлă версийĕ 1 пине яхăн страницăпа танлашнă. Вăл вĕсене кĕскетме килĕшмен. Мĕн тумалла? Кĕçех автор унăн çĕнĕ версине ярса пачĕ. Унта вăл çакна палăртнă: «2009 çултан кая юлмасăр пичетлемелле». Вăл асăннă кĕнекене кун çути кăтартма Мускаври издательствăсемпе килĕшÿ тунă. Каярах паттăр салтак кĕнекен хăш-пĕр сыпăкĕсене «Тăван Атăл» журналта пичетлеме кăмăл турĕ. Унтан вĕсем «Тыткăн — тертлĕ вырăн» кĕнекере кун çути курчĕç.

Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Владимиров çыравçă е историк пулма ĕмĕтленнĕ. Шкултан аван паллăсемпе вĕренсе тухсан унăн ашшĕн канашĕпе çĕршывăн тĕп аслă шкулне — М. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетне — вĕренме кĕмелле пулнă. Анчах кунта инженерсене хатĕрлемен. Вăл вара Çар инженери академине суйласа илнĕ. Анчах аслă шкула çăхав çитнĕ, ашшĕ «шуррисем» енче службăра тăнă имĕш. Владимиров вара Мускаври Сталин ячĕллĕ хурçă институтне кайнă.

Виççĕмĕш курсра пĕлÿ илне чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Ытти студентпа пĕрле ентеше те Смоленск облаçне хÿтĕлев сооруженийĕсене тума янă. Авăн уйăхĕнче Юрий Мускава хÿтĕлеме ирĕклĕ дивизие çырăннă.

1942 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче вăл Барвенковски хысакра 240 пин салтакпа офицер йышĕнче нимĕçсем патне тыткăна лекнĕ. Кĕçех вĕсене Германие ăсатнă. Вăл унта нимĕç чĕлхине вĕреннĕ. Куçаруçă пулса тăнă. Автор хăйĕн кĕнекинче çав çулсенчи Германи пирки питĕ тĕплĕн каласа панă.

Вăрçă хыççăн Юрий Владимиров институт пĕтернĕ. Техника наукисен кандидачĕ пулса тăнă. Мускаври заводсенче, наукăпа тĕпчев, проектпа конструктор тата технологи институчĕсенче ĕçленĕ.

 

Валерий АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика