АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулайкассинче палăк уçрĕç

13 мая 2021 г.

Пулайкассинче палăк уçрĕç

Пулайкассинчи лавкка çумĕнчи лапама çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чатукасси ял тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем йышлăн пухăнчĕç.

Кунта Çĕнтерÿ кунне 76-мĕш хут уявланă май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсене сума суса палăк уçрĕç. Чатукасси ял тăрăхĕн ертÿçи Геннадий Михайлов ял халăхне, аякран килнĕ хăнасене Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ. Палăк лартас ĕçре пултарулăхпа тата пуçарулăхпа палăрнăшăн Геннадий Валентинович Пулайкасси старостине Вячеслав Александрова тав турĕ, район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ. Укçа-тенкĕпе, строительство материалĕсемпе пулăшнăшăн Евгений Петров, Анатолий Павлов, Анатолий Александров, Регина Александрова, Анатолий Афанасьев, Валерий Смирнов тата Корнил Леонидов Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Ял тăрăхĕн ертÿçи Геннадий Михайлов Раиса Карпова ветерана — «Вăрçă ачин» удостоверенине пачĕ. Вячеслав Александров староста палăк тума кирпĕч парса пулăшнăшăн Чăваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова тав турĕ. Çавăн пекех Юрий Михайлов, Александр Александров, Николай Игнатьев, Виталий Гаврилов, Анатолий Афанасьев, тата ыттисем тăрăшулăхшăн ырă сăмаха тивĕçрĕç.

…Çак самантра шурă виçĕ акăш вĕçнине сăнлакан палăк çийĕн хĕвел тухăç енчен хĕвел анăçнелле 9 акăш вĕçсе иртрĕç. Вĕсем малашне тăнăç пурнăçпа пурăнассине систерчĕç пулĕ…

Уявра тĕрлĕ çулта çар ретĕнче тăнисем сăмах каларĕç. Шкул ачисем палăк умне чăрăш лăссисемпе илемлетнĕ чечек кăшăлĕ хучĕç, сăвăсем каларĕç. Чатукассинчи культура çурчĕ çумĕнчи «Телей» пултарулăх ушкăнĕ пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕ.

Палăк уçма пухăннисене çар пурнăçне аса илтерекен хура тул пăттипе хăналарĕç. Мана хуларан килнĕ çамрăк хĕрарăмăн 9 çулти ывăлĕ калаçни кăмăла кайрĕ: «Салтак пăтти питĕ тутлă. Эпĕ те ÿссен çара каятăп». Чăннипех, Вячеслав Александров старостăн мăшăрĕ Регина Яковлевна хатĕрленĕ салтак пăтти пурин кăмăлне те кайрĕ. Вĕсене тав тумасăр пĕри те сĕтел хушшинчен тухмарĕ.

Палăк умĕнче йĕркеленĕ уяв çĕрлечченех тăсăлчĕ. Чуна тыткăнлакан юрă-кĕвĕ Пулайкасси ялĕ çийĕн тахçанччен янраса тăчĕ, кашнин чĕринче ырă туйăм хăварчĕ.

 

Анатолий СКВОРЦОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика