АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Миграцие уçăмлатĕ

13 мая 2021 г.

2021 çулхи çыраври çĕнĕлĕхсенчен пĕри вăл — çĕршыва килекенсем тата тухса каякансем пирки хушма ыйтусем кĕртни. Хуравсем Раççейри миграци политикин тухăçлăхне ÿстерме пулăшĕç. Уйрăм ыйтусем çавăн пекех çĕршывра, регионсемпе муниципалитетсенче пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçса çÿрекенсене палăртма май парĕç.

«Сирĕн тĕп ĕç вырăнĕ ăçта пулнă?» ыйтăва хуравланă май ялан пурăнакан вырăнтан аякра ĕçленисем халĕ хăй вăй хунă региона, района, яла е хулана, ют çĕршыва кăтартма пултараççĕ. Çавăн пекех кăçалхи çыравра «Эсир ĕçе çÿретĕр-и?» ыйту хуравĕсен шутĕнче «куллен», «эрнере темиçе кун», «уйăхра темиçе кун», «уйăхра пĕр е сахалрах кун», «дистанци мелĕпе ĕçлетĕп» вариантсем хушăннă. «Эсир юлашки уйăхра ĕç шыранă-и?» ыйтăва хуравламалли тĕслĕх нумайланнă. «Çук» тесе хурав паракансен сăлтавне кăтартмалла: «вĕренетĕп», «пенсире», «сывлăха пула», «чирлĕ çынна пăхнă», «кил хуçалăхĕнче ĕçленĕ е ачасене пăхнă», «ĕç тупаймастăп», «ĕçлени кирлĕ мар».

Тупăш çăл куçĕсем пирки 2010 çулта «ĕç укçи» тесе кăна кăтартнă пулсан, хальхинче «ĕç укçи», «предприниматель тупăшĕ, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекен», «хама усă курма таварсем туса кăларни» хуравсенчен суйласа илме юрать.

«Çакнашкал информаци — ĕç пуррипе çукки, мĕнле майпа тăрăшни – тĕрлĕ сферăра йышăнусем тума кирлĕ. Хуравсем тĕрĕсрех те туллинрех пулнинчен экономикăри тата социаллă пурнăçри паян кирлĕ программăсене йышăнасси нумай килет. Суйлавлă тĕпчевсем пурне те шута илеймеççĕ. Халăх çыравĕ пĕтĕм регионсем тăрăх тĕрĕс даннăйсем пуçтарма май парать», — тенĕ Раççей Федерацийĕн Суту-илÿпе промышленность палатин доценчĕ Людмила Иванова-Швец.

Эксперт палăртнă тăрăх, çырав кăтартăвĕсем дистанци мелĕпе усă курнине тата ытти ĕç мелĕсене уçса парĕç. «Çакă вара ĕç саккунĕсене çĕнетме, ĕç рынокĕнчи уйрăмлăхсене шута илме хистĕ, хăш енĕпе вĕрентÿ программисене аталантармаллине ăнлантарĕ», — тенĕ вăл.

Çырав даннăйĕсем çавăн пекех ĕç условийĕсене тата миграцие тĕпчеме пулăшĕç. Хăш регионта, ялпа хулара ĕç вырăнĕсем çитменнине, вырăнти халăх ăçталла ытларах куçнине çырав уççăн кăтартĕ. «Çынсем ăçта ытларах кайнине пĕлни регионсен çитменлĕхĕсене тупса палăртĕ, унсăр пуçне хушма инвестицисем илсе пырĕ. Укçа хывма шутлакансем производство ăçта пуçламаллине, хăш вырăнта ĕç аллисем пуррине курма пултарĕç. Миграци уйрăмлăхĕсене ăнланни транспорт ĕçне те лайăхрах йĕркелеме пулăшать», — палăртнă Людмила Иванова-Швец.

Çапла майпа ĕçлеве, регионсенчи ĕç миграцине тĕрĕс çутатни социаллă пурнăçа лайăхлатма та пулăшĕ.

 

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн Медиаофисĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика