АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çав кунсен çухалмĕ чапĕ

06 мая 2021 г.

 

/Вĕçĕ. Пуçламăшĕ

24-25, 26-27, 28-мĕш номерсенче/

Зоя Михайловна вăрçăчченхи тата вăрçă вăхăтĕнчи ачалăха акă еплерех аса илсе çырса кăтартать: «Пирĕн кил-çуртра кÿршĕллĕ Роман Якимович Новиков /1911/ çемйи пурăнатчĕ. Мăшăрĕ — Александра Кириллова /1913/. Йышлă çемье. Кил хуçи пахча çимĕç ăстиччĕ. Пĕверен кĕвентепе шыв çĕклетчĕ, тепĕр аллинче те шыв витриччĕ…

Пирĕн атте те Михаил Савельев кÿршĕсене сăнасах-ши, йăран çинче помидор ÿстерме тытăнчĕ. Килĕшнĕ çимĕç вăй илчĕ пахчара.

Тискер вăрçă Новиковсен çемйине те пырса çапрĕ. 1941 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăчĕ кил хуçи.

Çыру хыççăн çыру кĕтет кил хуçи хĕрарăмĕ. Çук та çук… Ачасем шатра чирĕпе асапланаççĕ.

— Пепкем вилчĕ, — макăрса кĕчĕ Александра пирĕн пата.

Пĕрне пытарнă çĕре теприне те çав шăпа пулчĕ. Шанчăк пĕтмен тата 2 ачи сывах-ха…

Роман Новиков фронтран 1943 çулта, хăрах урине протез лартса таврăнчĕ. «Байсубино» колхозра счетоводра ĕçлетчĕ вăл.

Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче Новиковсем çемйипех Çĕпĕре куçса кайрĕç».

Вăрçă ачисем пурте 80-90 çулсенчен иртнĕ ĕнтĕ, теприсем тахçанах пирĕн йышран çухалнă. Йывăр тăпри мамăк евĕр, çăмăл-çăмăл пултăрччĕ вĕсен. Тĕслĕхрен, Колхозная урамри капмар кирпĕч çуртра пурăнакан Нина Сергеевна Никитина /15. XI. 1933/ хăйĕн çамрăклăхне çапларах аса илсе хак парать:

— Эпĕ Вăрнар тăрăхĕнчи Çăкаллă Явăшра çуралнă. 18 çул тултарсан, хам килĕштернĕ Турхан Упи каччипе Улюшкăпа çемье çавăртăмăр. Тракторисчĕ вăл. Кăмăллă, тăрăшуллăччĕ.

1962 çулта ялта, иккĕн пĕрле çине тăнипех те пуль, кирпĕч çурт çавăртăмăр. Чи пĕрремĕш кирпĕч çурт пулчĕ вăл ялта. Халĕ те çак кермене пăхса ăмсанатăп. Тата ăна палăрмаллах çĕнетсе урăхлатни те савăнтарать мана.

Алексей Никитин 1930 çулхи раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ Никита Семенов /1902/ иртнĕ вăрçăра пуçне хунă. Рядовой пулнă. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă.

Амăшĕ Евдокия Максимова /1907/ тăван хуçалăхра пилĕк-çурăм авнă. Улюшка каланă тăрăх, ун хыççăн Зоя /1934/, Таисия /1937/, Мария /1939/ тата Вячеслав /1941/ çуралнă. Зойăпа Вячеславшăн çеç кун-çул сакки сарлака пулчĕ. Халь Вячеслав пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, — терĕ Нина Сергеевна.

Алексей Никитина ялта ватти-вĕттипех хисепленĕ, урамра е ĕçре курнăçсан: «Сывлăх пултăр, Улюшка пичче… Сывлăхăр еплерех Алексей Никитич, — тесе алă тытнă, пуç тайнă.

Механизатор профессине 16-17 çултах Красноармейскинчи МТСра чун-чĕре ăшшипех вĕреннĕ, «хурçă ут» çине ларсан çине тăрсах пĕлĕвне ÿстернĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенчех ялта техникăпа тăрăшма ятарлă механизаторсем тивĕçеймен çав… Алексей Никитич çине тăнипе, МТС урлă ĕнтĕ, 13 çамрăка тракторист профессине вĕренме пулăшнă, хăй те пĕлÿ панă. Тепĕр паха ен те асрах юлчĕ Улюшка пиччерен. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче вăл пуçарнипех ăшăх, пĕчĕк пĕвене хăватлă техникăпа чавтарса тарăнлаттарчĕ. Ял варринчи икĕ юплĕ тарăн Мăн пĕве вăл халь. Пулăран та татăк мар.

88 çул тултарнă ватă мăшăрĕ тавра тата тепĕр ырă тĕслĕхе те çавăрттарчĕ.

«Пĕлетĕр-и, 1961-1965 çулсенче мăшăрпа пĕрле «уй-хир карапĕн» штурвалне тытнăшăн та хĕпĕртетĕп эпĕ. Райхаçатра та пичетленнĕ сăн ÿкерчĕк, куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялава та тивĕçнĕ хĕрÿ ĕç çинче, — тет Нина аппа. — «СК-4» комбайн асран каймасть.

Алексей Никитинăн чĕри 1998 çулхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче тапма чарăннă. 68 çул кăна пурăннă механизатор-вĕрентекен. Нинăпа Алексей Никитинсем виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Владимирпа Валерий пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Пултаруллă хĕрарăм, вăрçă ачи 13 мăнукĕпе, мăнукĕсен 17 ачипе тата мăнукĕн пĕр ачипе савăнмаллипех савăнать, йăл кулăпа: «Ачасем, мăнуксем пурри — кун-çул ырри» тет. Çаплах пултăрччĕ…

Килти архиври хутсене, сăн ÿкрчĕксене уçа-уçа пăхрăм. Вăхăт таппи куçнă май чылайăшĕ тĕссĕрленнĕ, сарăхнă тата... Апла пулин те пурин те пĕлтерĕшĕ унччен, паян та уçă, ятлă-сумлă тата анлă. Кашни сарăхнă хут е хаçат-журнал тата сăн ÿкерчĕк хăй пурнăç е уйрăммăн илсен, пурнăç каçалăкĕпе çыхăнать.

— Йышпа кар тăрсан ĕç ăнать. Туслăхпа килĕшÿллĕх унăн ăнăçлăхĕ, — тетчĕ апай. Çапла пулмалла та…

Тĕрĕсех ăнкартнă çав сăмахсен çирĕп, уйрăлми пĕлтерĕшне. Хаклă çыннăмăр сăмахĕсем халĕ те, тĕрĕссипе вăрçă ачисен пуласлăхĕпе килĕшÿлĕхне пысăк хак панипе çыхăннă.

Халь, акă, иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсенче уй-хирте утă-улăм пухса кĕртнĕ çĕрте çаптарнă сăн ÿкерчĕк çав кăмăл-туйăма хак парать те. Шăпах та, тăван хуçалăхра пĕр килти пек кар тăрса, хавхаланса ĕçленĕ хĕрарăмсем.

Çулĕсемпе илсен, пĕчĕкех мар ушкăнта ытларахăшĕ вăрçă ачисем шутланаççĕ. Тĕрĕссипе, асăннă йышра паян пирĕн хушăра çирĕп те сывă пурăнаканнисем, вăрçă ачисем — Никитина Нина, Елена Уварова, Зоя Васильева /Фадеева/ тата тăхăр теçетке урлă каçнă Наталья Егорова. Сăмах май, Уварова Елена 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче Элĕк районĕнчи Смородино ялĕнче çуралнă. Тăватă ывăл та икĕ хĕр вăй илнĕ çемьере.

Хĕр-упраç Коми республикинче ĕçленĕ чухне, 1964 çулта Пайсупин каччипе Леонид Уваровпа пĕрлешнĕ, 1965 çулта тăван кĕтесе куçса килнĕ.

Хăйĕн кун-çулне ферма ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарнă тăрăшуллă хĕрарăм. Ларса канма пĕлмен, чун-чĕре ăшшипе тарават çын пулнипе паллă Смородино хĕрарăмĕ.

— Малашлăха чăх-чĕп ферминче, каярахпа сысна, мăйракаллă шултра выльăхсен фермисенче ĕçлес тесех ĕçленĕ. Мĕн пур ĕç стажĕ хĕрĕх çула çывхарать, — тет Елена Николаевна. – Мăшăрпа хĕрпе ывăл çуратрăм. Шел, хĕрĕм Света аварие пула вилчĕ. Тата упăшки те иртерех уйрăлса кайрĕ.

 

Г. ТУСЛИ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика