АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕншĕн Борзин?

29 апреля 2021 г.

Килти библиотека çак кунсенче çĕнĕ кĕнекепе пуянланчĕ. Пысăках мар тиражпа кăларнăскерĕн ячĕ те, сăн-сăпачĕ те ыттисенчен урăхларах — «Утмăл урлă каçрăмăр…»

Ăна ентешĕм кун-çулĕнчи паллă пулăма – 60 çул тултарнине — халалласа кăларнă. Автор хăйĕн кĕнекине кăмăллă, чун уççиллĕ ят панă. Очерксемпе тĕрленчĕксем, аса илÿсем тулли тĕшĕллĕ, тутлă çимĕçлĕ. Хайлавсенчи ĕçсем тăван килтен, кÿршĕрен, тус-тăвансенчен тытăнаççĕ те утмăл çула тăсăлаççĕ…

«Утмăл урлă каçрăмăр…» кĕнекене алла тытатăн та… Пĕрремĕш страницăна уçичченех Юрий Борисов çыравçă, тишкерÿçĕ, публицист кĕç-вĕç сăмах хушассăн туйăнать. Кăмăллăн, йăл кулăпа пăхать вăл. «Мĕнле пурăнатăр? Сывлăхсем мĕнле? Сирĕнпе ларса калаçма хатĕр эпĕ», — тесе калассăн туйăнать. Тĕрĕсех шухăшлатăп иккен эпĕ. Манпа юнашар вырнаçнă юратнă мăшăр, Вăрнар тăрăхĕнчи Уйкас Кипек ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр-упраç Марье Ефимова, автор алă пусса тата ыр сунса парнеленĕ кĕнекене пĕр талăкрах вуласа тухрĕ. «Георгий Борзин пĕтĕм пурнăç çулĕ, хăйне утьăкка сиктерсе ÿстернĕ амăшĕ Мария Борисова çинчен çăмăллăн вуланмалла сăнарланă. Ансат чĕлхеллĕ тата пуян тавра курăмлă иккен ентешĕм», — тесе пĕтĕмлетрĕ мăшăрăм.

«Ачалăх», «Шкул çулĕсем», «Университет алăкĕсене яриех уçрĕ», «Тăванран хакли никам та çук», «Ятран лартнă палăксем», «Социализмла Ĕç Паттăрĕ» тата ытти хайлав, чăнах та, çав тери пуян содержаниллĕ, кăсăклă, чуна уçса яраççĕ. Журналист-тавра пĕлÿçĕ, публицист хайлавсенчи ĕçсене, пулăмсене пурнăçран, хăй курни-илтнинчен тата тус-юлташĕсемпе курнăçнисенчен илнĕ, çывăх çыннисен шухăш-кăмăлне уçать, чунри, шалти кăмăл- туйăмне палăртать.

Эпĕ пурăнакан ялти Колхоз урамĕнчи Зоя Никитина педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Шупашкар районĕнчи Çатра Маркаран Пайсупин ялне качча килнĕскер, район хыпарçине пĕр сиктермесĕр вулать. «Авторне питех те аван пĕлетĕп. «Утмăл урлă каçрăмăр…» кĕнекери «Ыраш улăмĕ» тÿрех куç умне лекрĕ. Эпĕ унпа унччен райхаçатра паллашнăччĕ. Ялти пурнăç сăнланнă унта. Шÿтлĕ калав вырăнне те йышăнма хатĕр ăна. Маттур автор, чĕлхи çыпăçуллă. Тăхта-ха, анчах мĕншĕн Юрий мар, Георгий? Тата Борисов та мар, Борзин?» — ыйтуллăн пăхрĕ ман çине Зоя Ивановна. Ăнлантартăм вара. «Пĕлетĕр-и? — терĕм. — Чиркÿре Юрий ята Георгий улăштарать. «Борзин» псевдоним е суя хушамат. Ăна Юрий Зиновьевич хушаматри тата ашшĕ ятĕнчи илнĕ виçшер саспаллирен тунă — Борзин пулса тăнă».

Кĕнекере тĕрлĕ çулсенче çаптарнă сăн ÿкерчĕксем вырăн тупнă. Вĕсем кăларăма пуянлатаççĕ, илемлетеççĕ. Вулăр, çак кĕнекен тусĕ пулăр. «Утмăл урлă каçрăмăр…» кĕнекен сĕткенĕ тăкăнса тăрать. Ентеш-çыравçăна малашне пултарулăх лавне тăвалла тапса туртма вăй-хал, кил ăшши тата пур енлĕ ăсталăх сунатăп эпĕ. Малашне те санран, тăванăм, çĕнĕ кĕнекесем кĕтетпĕр. Ан ватăл. Сăн-питрен хĕвел шевли евĕрлĕ çутă кулă нихăçан та ан çухалтăр.

 

Георгий ЕФИМОВ-ТУСЛИ,

РФ Журналистсен союзĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика