АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсем асрах

29 апреля 2021 г.

Паттăрсем асрах

Трак тата Красноармейски вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем Çурçĕр Кавказри хаяр çапăçусене хутшăннă Раççей Геройĕпе Евгений Борисовпа тата Андрей Тюмеровпа тĕл пулчĕç.

 

Евгенийпе Андрей патриотизмăн, хăюлăхпа паттăрлăхăн чăн-чăн тĕслĕхĕ, çĕршыв мăнаçлăхĕпе мухтавĕ пулса тăраççĕ. Евгений Борисов 1980 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар хулинче çуралнă. 1997 çулта Муркаш районĕнчи Тивĕшри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1988 çулхи çу уйăхĕнче каччăна Раççей çарне илнĕ. Евгений салтак тивĕçне Çурçĕр Кавказри тип çĕр çинчи çарсенче пурнăçлама тытăннă. Кĕçех ăна мотострелоксен полкĕн инженерпа сапер ротин отделени командирĕ пулма шаннă.

Çав вăхăтра ку регионта самана лăпкă пулман. Маневр /тăшмана пырса çапма çарсене вырăнтан вырăна куçарни/ ушкăнĕн йышĕнче тăнă май Борисов кĕçĕн сержант боевиксем пирĕн подразделенисен техники çÿрекен çул çине вырнаçтарнă сирпĕтмелли сакăр хатĕре сиенсĕрлетнĕ. 1999 çулхи юпа уйăхĕнче бронеушкăн йышĕнче пулнă май вăл тăшманăн вут-хĕм сапакан точкисене пĕтермелли задание тивĕçлĕ пурнăçланă. Хăйĕн танкĕпе сăртлă-туллă вырăнти пĕр яла кĕрсе кайнă. Çапла майпа танк экипажĕпе саперсем боевиксене хăйсем çине пăхтарма пултарнă. Çак самантпа усă курса пирĕн салтаксем тĕп задачăна пурнăçлама пултарнă. Тăшман гранотометпа тивертсе танка юрăхсăра кăларсан, Борисов позици йышăнса боевиксем çине пеме тытăннă. Ку самантра тусĕсем танка васкаса юсанă. Анчах пирĕн ентеш çак тытăçура аманнă. Хупăрлавран тухсан Евгений икĕ хутчен засадăри чечен боевикĕсемпе тытăçăва кĕнĕ. Тăватă талăкран аманса нумай юн çухатнăскер Раççей çарĕсем вырнаçнă вырăна тухма пултарнă.

Раççей Президенчĕн 2000 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнчи Указĕпе Çурçĕр Кавказра саккунсăр хĕç-пăшаллă ушкăнсене пĕтернĕ çĕрте паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Евгений Борисова «Раççей Геройĕ» ятпа тата «Ылтăн çăлтăр» медальпе чысланă.

Çурçĕр Кавказри тытăçу-сенче палăрнă тепĕр паттăр ентеш — Андрей Тюмеров. Вăл 1976 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Туппай Ĕсмĕл ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. 1991 çулта Октябрьскинчи вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ. Алла аттестат илнĕ хыççăн Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пĕлÿ илнĕ. Дипломлă пулсан Андрея 1995 çулхи çĕртме уйăхĕнче çара илнĕ. Вăл Çурçĕр Кавказ регионĕнче Конституци стройне çирĕплетессишĕн боевиксене хирĕç пынă юнлă çапăçусене хутшăннă. Ăна «Çурçĕр Кавказри хаяр тытăçусене хутшăннăшăн» медальпе наградăланă.

Паян Андрей Леонидович Заволжски клуб пуçлăхĕнче ĕçлет, «Раштав» халăх ансамбльне ертсе пырать. Чыслă ĕçшĕн ăна «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят, Раççей Федерацийĕн Правительствин «Душа России» Патшалăх премине парса чысланă.

Тĕл пулу ăшă иртрĕ. Паттăрсем хăйсен пурнăçĕпе, салтак кун-çулĕпе паллаштарчĕç. Вĕренекенсем çĕршыв хÿтĕлевçисен калаçăвне тимлĕ итлерĕç. Çамрăк ăрăвăн çĕршыв историне, паттăрĕсене пĕлмеллех.

Паттăрлăх урокне йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн шкулсен директорĕсене Ирина Федоровăпа Снежана Гавриловăна тав сăмахĕ калатпăр.

 

Андрей ТИМОФЕЕВ,

спорт шкулĕн бокс енĕпе

тренер-преподавателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика