АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв килĕшрĕ

29 апреля 2021 г.

Эпир класра Чăваш чĕлхи кунне паллă турăмăр. Пирĕн тăван чĕлхе пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç.

 

Чăваш чĕлхи — атте-анне чĕлхи. Эпир ăна юрататпăр, унпа мухтанатпăр. Малтанах Чăваш Ен историне аса илтĕмĕр, тĕп хула — Шупашкар — çинчен калаçрăмăр, республикăн ытти хулисем пирки те сăмах пуçартăмăр. Унтан тĕрлĕ вăйă вылярăмăр, кроссвордсем шутларăмăр. Тĕп уява сăвăсен конкурсĕпе вĕçлерĕмĕр. Раиса Сарпи, Петĕр Хусанкай, Валери Туркай, Петĕр Эйзин, Яков Ухсай сăввисене вуларăмăр. Уяв пурне те килĕшрĕ.

Чăваш чĕлхин кунне эпир 1993 çултанпа çулленех уявлатпăр. Ăна ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерни ахальтен мар. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Уява пирĕн республикăра кăна мар, аякра пурăнакан чăвашсем те тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Мĕнле савăнмăн-ха çакăншăн!

 

Виктория АЛЕКСАНДРОВА, Кристина КАЗАКОВА,

4-мĕш класс вĕренекенĕсем.

Еншик Чуллă вăтам шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика