АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улатăртан Шупашкар таран

29 апреля 2021 г.

Чăваш Енре экологи субботникĕсем иртрĕç

 

Ака уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче республикăри хуласемпе ялсенче пурăнакансем урамсене, парксемпе скверсене, картишсене çÿп-çапран тасатрĕç. Экологи акцийĕсене йĕркелекенсем — Чăваш Республикин Строительство министерстви тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕ. Вĕсене чылай предприяти, волонтерсем, общество ĕçĕн хастарĕсем, аслă шкулсемпе колледжсен студенчĕсем пулăшрĕç.

 

— Эпир акцие ырласа йышăнтăмăр, территорисене хĕл каçиччен пухăннă çÿп-çапран тасатма хаваспах хутшăнтăмăр. Пирĕншĕн республика çĕрĕ таса пулни, çынсем хăйсене хăтлă туйни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, — терĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова. — Районсемпе хуласенче пурăнакансем те акцие хутшăнни питĕ савăнтарать. Хамăр алăпа картишсене, скверсене, парксене тасатрăмăр. Çак ĕçе малашне те час-часах пурнăçлăпăр.

Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Комсомольски, Канаш, Муркаш… Чăваш Республикин кашни кĕтесĕнче, пысăк тата пĕчĕк хуласемпе ялсенче экологи акцийĕсем иртрĕç.

Улатăрта субботник чăн-чăн уява çаврăнчĕ. Кунти ветерансен паркĕнче пĕрремĕш хут экологин «Таса вăййисене» йĕркелерĕç. Çÿп-çапа хăвăртрах тата нумайрах пухассишĕн 17 команда тупăшрĕ. Çапла вара паркран 500 михĕ ытла илсе тухрĕç.

Шупашкарта уйрăмах «Çĕнтерÿ» паркĕнче ĕç вĕресе тăчĕ. Кунта трактор завочĕн ĕçченĕсем, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти хастарĕсем, Шупашкарти апатлану технологийĕн тата коммерци техникумĕн студенчĕсем, хула çыннисем вăй хучĕç. Çĕнтерÿ кунĕ умĕн мемориал территорине тасатни питех те кирлĕ, вăхăтлă тата вырăнлă. Паркри субботникре РФ Патшалăх Думин депутачĕ /«Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти/ Леонид Черкесов та ĕçлерĕ.

— Коммуналлă службăсем, депутатсем, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти волонтерĕсем, ТОС хастарĕсем, Шупашкар çыннисем хуламăра çÿп-çапран тасатма хастар хутшăнчĕç, — терĕ Леонид Черкесов.

Республика районĕсенче субботниксене астăвăм вырăнĕсенче, кăçал тата килес çул хăтлăлатма палăртнă общество территорийĕсенче ирттерчĕç. Сăмах май, хулан хăтлă хутлăхĕсене йĕркелемелли проектсемшĕн ку эрнере 21.gorodsreda.ru сайтра сасăлама пуçланă. Сăнăр, хăвăра килĕшекен проекта палăртăр, уншăн сасăлăр. Хулана пĕрле хăтлăлатар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика