АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăрусен тачă çыхăнăвне сăнарлаççĕ

29 апреля 2021 г.

Ăрусен тачă çыхăнăвне сăнарлаççĕ

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕ — Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ

Трак енре пурăнакансемшĕн çак кун уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен тăван республикăн ялавĕпе гербăн авторĕ пирĕн ентеш Элли Михайлович Юрьев. Вăл Кĕçĕн Шетмĕ салинче 1936 çулхи пушăн 25-мĕшĕнче шкул директорĕн Михаил Юрьевăн çемйинче çуралнă.

Сĕм авалтан патшалăхсен, вĕсен ертÿçисен символĕсем пулнă. ХI ĕмĕрте йĕркеленнĕ Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн гербĕ çине барс сăнне калăпланă. Совет влаçĕн тапхăрĕнче те патшалăх символĕсемпе усă курнă. Вĕсем тăрăх нумай нациллĕ пысăк патшалăхăн тĕп тĕрекĕ ĕçпе пиçĕхнĕ рабочисемпе хресченсем, çар çыннисем, наукăпа искусствăн малашлăха пăхакан çыннисем пулнине ăнланма май пулнă.

Совет Союзĕ арканнă хыççăн 1991 çулта Раççей Федерацийĕн çĕнĕ символĕсем çирĕпленчĕç. 1992 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă Канашĕ черетлĕ ларăвĕнче конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Ен символĕсене: ялавне, гербне тата гимне çирĕплетнĕ. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне Э.М. Юрьев хутшăнман. Ку тапхăрта 2-мĕш вырăна Мăн Шетмĕ вăтам шкул учителĕ С.М. Юхтар, 3-мĕш вырăна Трак вăтам шкул учителĕ Н.В. Кривошеев тухнă. Иккĕмĕш тапхăрта Э.М. Юрьев чăн çĕнтерÿçĕн сумлă ятне тивĕçнĕ. 1997 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕ символсем пирки ятарлă саккун йышăннă. Вăл — патшалăх символĕсене хатĕрлессине, вĕсемпе тĕрĕс усă курассине, вĕсен халăх пурнăçĕнчи вырăнне çирĕплетекен документ.

1990 çулхи раштав уйăхĕнче «Ялав» журналăн тĕп редакторĕн Юрий Сементерĕн ĕç пÿлĕмне Трак тăрăхĕнчен тухнă паллă ентешсем пуçтарăнса пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм турĕç — 1925 çулта йĕркеленнĕ Упи вулăс ентешлĕхне чĕртсе тăратма калаçса татăлчĕç. Çакăн хыççăн эпĕ Элли Юрьевпа татах та çывăхлантăм: унран пулăшу ыйтма чăрмав нихăçан та пулман. 1994 çул пуçламăшĕнче унăн мастерскойĕнче тăван район символĕсене тăвас ĕçе пуçăнтăмăр. Элли Михайлович манран герб çине мĕн кĕртмеллине ыйтрĕ. Эпĕ самантрах Хусакасси ялĕ çывăхĕнче Мăн Шетмĕпе Мăн Çавал пĕрлешнине пĕлтертĕм. Элли Михайлович планшет çинче çак юхан шывсем пĕрлешнĕ вырăна Хĕрлĕ Çăлтăр вырнаçтарчĕ. Пуçламăшĕ çакăн пек пулчĕ. Ун хыççăн вăл малалла ĕçлерĕ, эскиза вĕçне çитерчĕ. 2004 çулта Вадим Шипунов пирĕн тăван район символĕсене Раççей Геральдика регистрне кĕртме пултарчĕ.

2001 çулхи кăрлач уйăхĕнче Э.М. Юрьев пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ: унăн ĕçĕсене малалла тăсас тесе эпĕ Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнчи учительсемпе калаçса унăн ячĕпе республика шайĕнче обществăлла фонд йĕркелессине пуçартăм. Фонда ертсе пыма шкул директорне Александр Ильина шантăмăр. 2004 çулхи пуш уйăхĕнче фонд ячĕпе эпĕ республикăн ун чухнехи Президенчĕ Николай Федоров патне çыру çыртăм — 12 çул çĕнĕ символсемпе усă куратпăр, анчах та çаплах çак кун пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, уяв мар терĕм. Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Н. Федоров Символсен кунĕ кирлĕ тесе Указ кăларчĕ, каярах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Саккун йышăнчĕ: 2-мĕш Указпа килĕшÿллĕн акан 29-мĕшĕ чăваш халăхĕшĕн уяв пулса тăчĕ — Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ. Çакăнта манăн тÿпе пурришĕн савăнатăп.

Вадим Шипуновпа, Сĕнтĕрвăрри хулинче тĕпленнĕскерпе, Раççей Федерацийĕн Геральдика пĕрлĕхĕн членĕпе, унăн орденĕсен кавалерĕпе районти ял тăрăхĕсен символĕсене 2008-2010 çулĕсенче Раççей Геральдика регистрне кĕртме пултартăмăр. Паян çав çулсенче ял тăрăхĕсене ертсе пынă ентешсене хăюллăн çĕнĕ утăм тума вăй çитернĕшĕн тав тăватăп. Уявсенче тăватă ялав çĕклеме май пурришĕн чĕререн савăнатăп – Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин, тăван районăн тата ял тăрăхĕсен хăмачĕсем мăнаçлăн вĕлкĕшеççĕ.

В. Серафимов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика