АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çав кунсен çухалмĕ чапĕ

22 апреля 2021 г.

 

/Малалли. Пуçламăшĕ 24-25-мĕш номерсенче/

Шупашкарта тĕпленнĕ, çав вăхăтрах Пайсупин ялĕнче, Ленин урамĕнче вырнаçнă Николай Григорьевпа /1925/ Екатерина Даниловнăн /1922/ ывăлĕ ашшĕ-амăшĕн йăх-несĕлне алăсем çинчи пÿрнесем евĕрех пĕлет. Ялта, ашшĕн хăтлă кирпĕч çуртĕнче аса илÿсемпе çыхăннă йăх-несĕлĕн ĕç хучĕсем чылай унăн. Эпĕ вĕсене, пĕрерĕн-пĕрерĕн хутсен листисене уçса, паллах, тĕплĕн тишкертĕм.

Иван Краснов Çар ретне 1936 çулта тăнă. 1941 çулта нимĕç эшкерĕ Тăван çĕршыва тапăнса кĕнĕ чух вăл Сахалин утравĕнче хĕсметре тăнă. Çавăнтах милитаристла Япони самурайĕсене хирĕç алла хĕç-пăшал тытнă.

Мирлĕ пурнăçра Одесса облаçĕнчи пĕр чаçре, артиллери дивизийĕн штабĕн начальникĕнче ĕçленĕ майор. 1952 çулта отставкăна тухнă.

Иван Краснов 1954 çулхи кăрлач уйăхĕнче, чĕре йăвашланнипе, çĕре кĕнĕ. Ăна Упи масарĕнче пытарнă. Мăшăрĕ — Мария Краснова /1924/, вырăс хĕрарăмĕ. Вăрçăра медсестра, каярахпа тухтăр…

Красновсен пĕр ывăлĕ — Вячеслав /1945/, унăн ывăлпа хĕр, виçĕ мăнук тата мăнукĕн пĕр ачи — Анастасия.

Пĕр килтенех икĕ ывăлне вăрçă хирĕнче хăварнă хыпар ялти Ульяна Петрова /1875/ кил-çуртне те çитнĕ. Икĕ патвар ывăл — Исаак /1914-1942/ тата Фадей Константинович Константинов /1919/ хыпарсăр çухалнă.

Архив хучĕсем тăрăх Исаак Фекла Николаевăна /1914/ качча илнĕ, вĕсен Лидия /1930/ хĕрĕ çут тĕнчене килнĕ.

Турхан Упири Марк Сидоровпа /1887/ Вера Афанасьева /1889/ кил-йышĕнчен Исаакпа /1914/ Николай Марковсем /1919/ тăван çĕре хÿтĕленĕ, аслă ывăлĕ 1943 çулта хыпарсăр çухалнă.

Вăрçă хирĕнче хыпарсăр çухалнисен йышĕнче Зиновьев Григорий Зиновьевич та /1914/ пур. Кам-ха вăл?

Ялти Марье Гордеевнăпа Зиновий Ильин çемйинчен тухнă вăл. Профессийĕпе агроном. Республикăри ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă.

Икĕ ывăлпа тăватă хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă Ильинсем. Пурне те ятпах асăнар-ха. Татьяна — 1918, Мария — 1925, Екатерина — 1928, Владимир —1930 тата Елена — 1932 çулхи.

Кашниех аслă пĕлÿллĕ Ильинсен ачисем. Çав йышра виçĕ хĕрĕ те вĕрентекен ĕçне алла илнĕ. Владимир вара летчик ĕçне вĕреннĕ, самолетпа вĕçнĕ. Аслăрах ăру çыннисем каланă тăрăх, пĕррехинче Владимир Зиновьевич хăй çуралнă Пайсупин тавралла та вĕçсе çаврăннă.

Шел пулин те, Ильинсем те асли — Григорий 1941 çулхи çурла уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă.

Мамçари Ананийпе /1913/ Алексей /1919/ Ивановсем те, Йăвак мучин ывăлĕсем, çĕршыва хÿтĕленĕ. Ананий профессийĕпе вĕрентекен пулнă, вăрçă тухиччен Шăхасан шкулĕнче ĕçленĕ. Шел те, 1941 çулхи раштавра хыпарсăр çухалнă ентешĕм. Хыпарсăр çухалнисен йышĕнче Афанасий Антонович Антонов /1911/, Егор Владимирович Владимиров /1907/, Иван Егорович Егоров /1901/, Григорий Зиновьевич Зиновьев, Харитон Иванович Иванов /1911/, Матвей Михайлович Ишкеев /1918/, Варлам Матвеевич Матвеев /1911/, Марк Никитич Никитин /1920/, Степан Никифорович Никифоров /1912/, Павел Прохорович Прохоров /1921/, Алексей Фомич Фомин /1904/, Иван Яковлев /1911/ тата ыттисен ят-хушамачĕ пур. Вĕсене Чăваш Республикин Асăну кĕнекине /1999 ç., V том/ кĕртнĕ. Тата Пайсупин ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсене асăнса лартнă палăкра та вĕсен хушамачĕсем пур.

 

Салтак арăмĕсем

 

Вăрçă тухрĕ те пурне те хупласа хучĕ. Вăй питтисем фронта ăсанчĕç. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче — Мефодий Сергеев /1913/, çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ананий Фролов /1912/, çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Сергей Матвеев, юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Иван Архипов, асăннă çулах ялти Моисей Данилов /1916/, Петр Максимов /1913/, Роман Новиков /1911/, Мефодий Степанов /1903/, Иван Григорьев /1922/, Иван Уваров /1906/, Алексей Петров /1921/, Леонтий Фролов /1916/, Никанор Семенов /1897/, Федор Бурзаев /1903/, Александр Трофимов /1919/ повесткăсем илнĕ.

Ялти мĕн пур йывăрлăх хĕрарăмсемпе ватăсем тата вăрçă ачисем çине тиеннĕ. Пĕр ĕçрен те юлман, акнă, вырнă, авăн çапнă, сухаланă, лашасемпе усă курнă. Вĕсемех вуттине, кĕлтине, тыррине турттарнă. Вăрман çăлнă халăха. Вутти те, тĕрлĕ курăкĕ те, кĕпçи, кăмпи, çырли, юман йĕкелĕ, мăйăрĕ чăн-чăн çăлăнăç пулнă.

— Вăрçă хыпарĕ пирĕн киле те çитрĕ. Юратнă мăшăра — Çилюка, хут çинче Всеволод Тихонов пулнă, салтака ăсатрăмăр. Уйрăлма йывăр паллах… Алăра виçĕ уйăхри ывăл ача, — аса илетчĕ мăн акай, апайăн аслă аппăшĕ Хресчен. — Тата та йывăртараххи Çилюка вăрçă хирĕнче çухатнипе çыхăнчĕ.

Христина Егоровна Егорова 1916 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Турхан Упири Якурпа /Егор Михайлов/ Аксения Егорова /Укçине тенĕ/ кил-йышĕнче çуралнă.

— Атте хĕрĕхе çитичченех вилчĕ. Эпĕ вун улттăра, йăмăк — Елень пилĕк çул кĕçĕнрех… Чи кĕçĕнни — Нина шкул çулне кăна çитнĕ. 45 çулта апай — Укçине вилчĕ. Турта хушшине тăма тиврĕ вара, — тетчĕ хаштах сывласа Хресчен мăн акай.

Мăн акайăн йăмăкĕ хут çинче малтанлăха Григорьева хушаматпа, каярахпа Егоровăпа çырăннă — 1922 çулхи кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче çутта килнĕ. Манăн апай утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче /1927/ çуралнă. 1946 çулта качча тухсан Ефимова хушамат çине куçнă.

— Тулта 1942 çулхи раштав хуçаланать. Акка Пăртас вăрманĕнчен вутăран таврăннă та лашине те тăварманччĕ-ха… Ÿлесех макăрать. Упăшки, манăн йысна ĕнтĕ, вăрçăра пуçне хунă… — каласа паратчĕ аслă акка. — Каярахпа тĕп-тĕрĕссине пĕлтĕмĕр. Йывăр аманнине пула 1942 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ Всеволод Тихонов сержант.

Тихонов сержанта Тверь облаçĕнчи Оленински районĕнчи Кувшиново ялĕнчи тăванла масарта пытарнă.

Хресчен, Елень тата Нина /манăн апай/ пĕр тăвансен йышĕнчен тухнă. Хут çинче вĕсем малтан, паллах, Григорьева хушаматпа каярахпа Егорова çырăннă. Ашшĕпе амăшĕ пирки Хресчен мăн акай /чи аслине эпĕ çапла чĕнеттĕм/ çапларах аса илетчĕ.

— Çемьере хĕр ачасемччĕ эпир… Ятак çĕрне арçын ача çуралсан çеç уйăрса паратчĕç. Аттене ял-йышра Якур ятпа чĕннĕ. Хĕрĕхе çитичченех çĕре кĕчĕ Якур Михайлов. Эпĕ вун улттăра юлтăм. Елень пилĕк çул кĕçĕнрехчĕ манран. Чи кĕçĕнни Нина шкул çулне кăна çитетчĕ.

45 çултах апай вилчĕ. Аксения Егорова ят-хушаматлăччĕ. 1921 çулта пĕр хресчен хăйĕн кил-çуртĕнче шкул уçрĕ. Кĕçĕннисене пăхмалла манăн, кил хуçи вырăнĕнчех пулнă эпĕ. Пĕлÿ илеймерĕм шкулта.

Хресчен мăн акай Тихон Даниловичăн /1882/ кил-йышне качча тухнă. Всеволод Тихонов /1918/ — унăн упăшки, Иустиния /1921/ тата чи асли Александр /1906/ пулнă.

Александр Данилов ял-йышра тата Мăн Çавал тăрăхĕнчи ялсенче «Качăрла» ятпа çÿрени паллă. Эпĕ астăвасса сысна ферми çывăхĕнчи çĕр пÿртре пурăнатчĕ. Каярахпа Çĕнĕ урамра кил вырăнĕ уйăрса пачĕç ăна. Тата пурăнма тесех те пуль пĕчĕк пÿрт лартса пачĕç. Хресчен мăн акай пĕр ывăл ача /1941/ çуратнăччĕ, хут çинче Тихонов Анатолий тесе çыртарнăччĕ. Шел пулин те, Анатолий, Толя ĕнтĕ, 1942 çулхи çурла уйăхĕнче вилчĕ.

Колхоз ĕçĕ-хĕлĕнче палăрнăшăн Христина Егоровăна ял-йышра 15 хастар йышĕнче «Ĕçри паттăрлăхшăн», В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа юбилей медалĕпе чысланă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çурма тăлăх хĕрарăмсене «салтак арăмĕсем» пĕлтерĕшпе çыхăнтарчĕ. Хыпарсăр çухалнă е çапăçу хирĕсенче пуçне хунă ентешĕмĕрсен мăшăрĕсен тата ачисем хаклă çыннисене ĕмĕрлĕхех çухатрĕç, çума-çумăн ларса чун-чĕре ăшшиллĕ сăмахсемпе йăпанаймарĕç. Сăмахран, эпĕ пурăнакан Колхозная урамранах Екатерина Морозова /хут çинче Харитонова /1911/ мăшăрне çухатрĕ. Харитон Яковлев /1908/ 1943 çулхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Ленинград облаçĕнчи Колпино хулишĕн пынă тытăçура вилнĕ.

Пирĕнтен икĕ кил çÿлерех Хветле акка /Фекла Ефимова/ /1908/ хĕрĕпе тата ывăлĕпе пурăнатчĕ. Çумри юлташĕ — Михаил Иванов /1911-1944/ пĕр хыпарсăр çухалнă.

Танаевскисен йăх-несĕлне ял-йышра халĕ те аса илеççĕ. Ашшĕ — Александр Алманч ялĕ çывăхĕнчи Матьшу юхан шывĕ çинче арман тытнă. Мăшăрĕпе Александрăпа пилĕк ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Лидия Александровна /ялта Лидка тенĕ/ /1911/ ялти Харитон Иванович Иванова /1911/ качча тухнă. Икĕ ывăл Анатолийпе /1938/ Виталие /1941/ çуратса ÿстернĕ.

1947 çулхи çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче çемьере тепĕр арçынран Евгений çуралнă. Харитон Иванов хресчен çемйинчен тухнă, амăшĕ Наталия Никитина /1880/, аппăшĕ Серафима /1908/, йăмăкĕ Анна /1933/ ятпа çÿренĕ. Фронтовикăн кун-çулĕ 1943 çулхи чÿк уйăхĕнче татăлнă. Лидия Танаевская-Иванова 1957 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче çемйипех Тутар Республикинчи Тури Услон районĕнчи Киров поселокĕнчи тус-тăванĕсем патне куçса кайнă.

Салтак арăмĕсен йышĕнче Мамçари Стефанида Тихоновăна /1911/ та манса хăварас мар. Ял-йышра Василий Сергеевич Сергеева /1911/ ватти-вĕттипех Ваçли пичче тенĕ, маттур та вăй питти арçын. Çамрăк мăшăрĕпе тăватă ывăл çуратса пăхса ÿстернĕ: Иван /1932/, Леонид /1935/, Вячеслав /1937/, Федор /1939/. Салтак ячĕ тухиччен Ваçли пичче конюхра ĕçленĕ, Стефанида уй-хирте те, килте те алăсене усман. Хăйĕн тĕпренчĕкĕсене çирĕп те сывă, çĕршыва юрăхлă çынсем туса ура çине тăратассишĕн çине тăнă. Мăшăр фронтра. Хĕл çывхарать те пÿрт-çурта вутăпа хутса ăшăтмалла… Çамрăк хĕрарăм тул çутăличченех лаша кÿлсе, каç пулттипе киле таврăнмалла тесе, Упакассине вутта тухса каять.

Ваçли пичче вăрçăран таврăнаймарĕ. Хăш фронтра çапăçнă, ăçта вилнĕ — паллă мар… Тверь облаçĕнчи Заподнодвински çĕрĕ çинче ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вăл.

Ялти салтак арăмĕсен йышĕнче хаклă çыннăмăрсене тата аттепе апай енчи тăвансене Агафия Евсегнеевăна /1906/, Фекла Егоровăна /1900/ асăнмасăр хăварассăм çук. «Укань» тетчĕç ватти-вĕттипех аттен — Леонид Ефимовăн /1918/ пиччĕшĕн вăрçăран таврăнман Николайăн /1904-1942/ мăшăрне. Упирен 1929 çулта качча тухнă вăл. Çав çулах темле сăлтавпа улăм витнĕ йывăç çурт кĕркуннехи пĕр каç çунса кĕл пулнă.

/Малалли пулать/.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика